Чăваш хăмли - чи хăватли, Чăваш тĕрри - илĕртỹлли

Категория: Публикации Опубликовано: 01.12.2020, 09:49 Просмотров: 822

ЧĂВАШ çĕршывĕ ытти халăх пекех хăйне евĕр культурипе, йăли-йĕркипе, ĕçĕ-хĕлĕпе палăрса тăрать. Ахальтен мар Чăваш Енре пурăнакансене "Çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă çĕршывĕ" тесе хаклаççĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев кăçал пĕрремĕш хут ноябрĕн 26-мĕшне Чăваш тĕррин кунне паллă тума йышăннă хыççăн çакна çирĕплетекен тĕслĕхсем Интернет тетелĕнче те чылай. Чăваш чунлă, чăваш юнлă хĕрарăмсен алă ăсталăхне, пултарулăхне ялсенчи культура çурчĕсенче, вулавăшсенче те хаклама май пулчĕ. Акă, Çĕньялти педагогика ĕçĕн ветеранĕ Анна Михайловна Нестерова алă ăстин тĕрри-çĕввине ентешсем ялти вулавăшра, ыттисем вара социаллă тетел уçлăхĕнчи онлайн-форматра - Инстаграмра, Ватсапра - курса паллашма, хаклама пултарчĕç. Тĕрĕ ăсти маларах вăтăр çул ытла шкулта ачасене вырăс чĕлхин вăрттăнлăхне алла илме хăнăхтарнă. Паян вăл тивĕçлĕ канура пулин те пушă вăхăта усăсăр ирттермест, тĕрĕ тĕнчинче хăйĕн киленĕçне тупать.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика