Спортра кану çук

Категория: Публикации Опубликовано: 04.12.2020, 09:29 Просмотров: 710

Чăваш Енре Совет Союзĕн Геройĕ Н. Дудецко ячĕпе çăмăл атлетика енĕпе ăмăртусем иртрĕç. Вĕсем икĕ куна пычĕç. Чупусене Юхмапа Пăла тăрăхĕн çамрăкĕсем те хастар хутшăнчĕç. Пĕрремĕш кунĕнче Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи В. Иванова 400 метрлă дистанцире виççĕмĕш, Д. Суворов иккĕмĕш, Д. Паймуков тăваттăмĕш (тренер-преподавателĕ В. Платонов), А. Удалов 1500 метра (тренерĕ Л. Никитин) иккĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Иккĕмĕш кунхи кăтартусем те савăнтараççĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти В. Иванова 800 метра пĕрремĕш, Д. Суворов финиша виççĕмĕш чупса кĕчĕç.

Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Н. Со- колов (тренерĕ М. Прокопьев) 3 çухрăма иккĕмĕш, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти П. Хураськина (В. Карягин) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Çавăн пекех çак ăмăртусенче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти И. Ивановпа А. Пирогова та (тренерĕ В. Платонов) пысăк хастарлăх кăтартрĕç.

Кунта çакна палăртмалла. Коронавирус вăхăтĕнче чылай ĕçе дистанци мелĕпе пурнăçлама пулать. Анчах тренировкăсене компьютер умĕнче ларнипех ирттереймĕн. Çавăнпа та чунпа спорта парăннисем куллен сывă пурнăç йĕркине тытса пырса хăйсен ỹт-пĕвне хусканусемпе пиçĕхтерсех тăраççĕ.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика