Çĕнĕ çулпа - ачасене парнесем

Категория: Публикации Опубликовано: 29.12.2020, 15:55 Просмотров: 303

Çĕнĕ çула кашнийĕ, уйрăмах ачасем, Хĕл Мучипе Юр пике парне илсе килессе чун-чĕререн кĕтеççĕ. Шел пулин те, хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ пурнăçри йывăрлăхсене пула пепкисен ĕмĕтне пурнăçлаймасть. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем, уйрăм предпринимательсем РФ Экономика аталанăвĕн министерстви пуçарнипе йĕркеленĕ #МойбизнесПомогает акцие тата Чăваш Республикинчи агропромышленность комплексĕн сферинче тăрăшакан волонтерсен "АгроВыбор" обществăлла организацийĕн ĕçне хутшăнма кăмăл тунă. "Исток", "Батыревский", "Труд", "Хастар" хуçалăхсем, Р. Каштанов, П. Ларев, О. Лаврентьев предпринимательсем, Д. Краснов, В. Кутузов фермер хуçалăхĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çăмăл мар лару-тăрура пурăнакан 38 ачана Çĕнĕ çулпа саламласа пылак çимĕçсен хутаçне панă.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика