Шанăспа пăхар малалла

Категория: Публикации Опубликовано: 29.12.2020, 15:59 Просмотров: 343

Хаклă вулаканăмăрсем, паян сирĕн алăра район хаçачĕн кăçалхи юлашки номерĕ. Сиссе те юлаймарăмăр – тепĕр çулталăк иртсе те кайрĕ. Хыçа юлакан Йĕкехÿре çулталăкĕ вара çăмăл килмерĕ: короновирус пандемийĕ тĕнчипех кисретрĕ. Халĕ те лăпланма шутламасть.

Çапах та пурнăç малаллах шăвать. «Авангард» хаçат редакцийĕ те вун икĕ уйăхра сахал мар  çитĕнÿ, ырă ĕç турĕ. Юлашки çулсенче грант конкурсĕсем вăй илме пикенчĕç. Çавăн пекех патшалăх тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ уйăрать. Самана таппинчен юлма юраманнине хаçатçăсем лайăх ăнланаççĕ. ЧР информаци политикин министерстви 2020 çулта ирттернĕ конкурсра «Авангард» хаçат ĕçченĕсен икĕ проекчĕ çĕнтерчĕ. Çапла вара Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем «Ялсем пурăнаççĕ, малалла аталанаççĕ», «Вĕсем Çĕнтерĕве туптанă!» кăларăмсемпе  çулталăк тăршшĕпех паллашма пултарчĕç. Сăмах май каласан, пĕлтĕр икĕ проект, виçĕм çул пĕр проект пурнăçа кĕртнĕччĕ. Çывхарса килекен çулталăкра та ку енĕпе çине тăрса ĕçлесшĕн. «Авангард» хаçат  пуçарăвĕпе йĕркелекен «Çулталăк çынни» конкурса та, çăмăл атлетсен эстафетине те пăрахăçласшăн мар. Тата 2021 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче «Авангард» хаçат тухма пикеннĕренпе 90 çул çитет.

Журналистсем хаçатра кун çути курнă материалĕсемпе тĕрлĕ конкурса хутшăннине те ырламалла. Акă, çак кунсенче вĕсенчен пĕрне пĕтĕмлетрĕç те. Палăртма кăмăллă, «Чăваш Ен террора хирĕç» конкурсра ĕçтешĕмĕр Альбина Егорова виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ.

Çапах та пирĕншĕн, паллах, чи хакли – тăван хаçатăмăра çырăнса илекен. Эсир пире тĕрек паратăр, хаклă вулакансем! 2021 çула та пирĕнпе пĕрле кĕме кăмăл тунăшăн, туслă çыхăнăва татманшăн тав тăватпăр сире. Эрнере икĕ хутчен чăвашла тата тутарла тухакан  хаçатăмăр  çитес çул 4376  экземплярпа (=ырёнтару в.=ленмен-ха) салан.? Эппин: тата \сме пултар.? Районкăсем хушшинче малтисен шутĕнче ку енĕпе эпир. Почта, типографи расхучĕсем ÿснине кура 2021 çултан чылай район хаçачĕ эрнере пĕр хутчен çеç тухма пикенĕ. Телее, эпир вара сирĕнпе икĕ хутченех тĕл пулма мехел çитертĕмĕр. Кунта, паллах, саламсем, пĕлтерÿсем паракансен  тÿпи те пысăк.

Интернет уçлăхĕнче хаçат сайчĕсĕр пуçне социаллă сетьсенче _ Одноклассники, ВКонтакте, Инстаграмм _ страницăсем пур. Вĕсенче  район, республика, çĕршыв хыпарĕсемпе паллаштарса пыратпăр. Ку укçа-тенкĕ ĕçлесе илмелли çăлкуç мар. Çапах та паянхи кун вĕсемсĕр мая килмест. Апла пулсан аякри ентешĕмĕрсем те виртуаллă пирĕнпе пĕрлех.

Хаклă вулаканăмăрсем, сире пурсăра та Çĕнĕ 2021 çул савăнăçпа телей кÿтĕр. Сывлăхлă пулăр, юратупа пурăнăр, «Авангардпа» юлăр, ырă хыпарпа савăнтарăр!

Александр Козлов:

«Авангард» хаçатăн

тĕп редакторĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика