Căкăтсем тухтăрсене манмаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.01.2021, 10:32 Просмотров: 467

Сăкăтсем ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă ентешĕсене, райбольницăра тухтăр пулса ĕçленĕ Николай Елкинпа Алексей Казачкова асăнса волейбол тата хоккей  турнирĕ ирттерчĕç.

Волейбол спорт уявне сумлă лару-тăрура уçма Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Николай Тинюков, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Чернов, «Красное Знамя» ЯХПК ертÿçин çумĕ Николай Никифоров, Сăкăт вăтам шкул директорĕ Анатолий Падусев, Николай Алекандровичăн ывăлĕ Александр (вăл та ашшĕ çулĕпе кайнă, райбольницăра врач пулса ĕçлет), шăллĕ Юрий çемйипе, тăванĕсем, ĕçтешĕсем хутшăнчĕç.

Сăмах май каласан, çак турнир 2012 çултанпа иртет. Ăна йĕркелеме  Юрий Елкин çемйи пуçарăвĕпе ял тăрăхĕн администрацийĕпе вăтам шкул, ял хуçалăх кооперативĕ тÿрремĕнех хутшăнаççĕ. Кăçал Сăкăт, Туçа, Шăнкăртам, Патăрьел ял тăрăхĕсен командисем  мала тухассишĕн тупăшрĕç. Коронавирус пандемине пула ăмăртăва чару мерисене пăхăнса кĕскен ирттерчĕç. Мала тухнисем кубоксемпе дипломсене тата хаклă парнесене  тивĕçрĕç.

Юрий Елкин хăйĕн çемйи ячĕпе Патăрьелĕнчи тĕп больница çумĕнчи ковид центра оргтехника парнелерĕ, çавăн пекех хăйĕн тăван шкулне те пайсăр хăвармарĕ.

Январĕн 7-мĕшĕнче Сăкăтра Çĕнĕ çул умĕн Еленăпа Геннадий Тимченкосен ыр кăмăллăх фончĕ пулăшнипе уçнă хоккей лапамĕнче çак вăййа кăмăллакансем Алексей Казачкова асăнса турнир йĕркелерĕç. 11-мĕш хут иртекен ăмăрту Сăкăт ял тăрăхĕн администрацийĕ, Алексей Казачковăн тăван шăллĕсем Александр, Николай, Анатолий, йăмăкĕ Наталия, юлташĕсем тăрăшнипе тивĕçлĕ шайра иртрĕ: çĕнтерÿçĕ командăсене медальсемпе дипломсем тата хаклă парнесем парса чысларĕç.

А. Иванов

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика