Укçа шута юратать, субсидишĕн отчет тумалла пулать

Категория: Публикации Опубликовано: 12.01.2021, 10:33 Просмотров: 475

ПĔЛТĔР Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе килти хушма хуçалăхра ĕне тытакансене субсиди парса пулăшрĕç. Республикăра пурăнакансем 50 пин ĕнешĕн 156 миллион тенкĕ укçа илнĕ. Вăл шутра Юхмапа Пăла тăрăхĕн çыннисем те çак çăмăллăхпа усă курнă.

Çакна та аса илтересшĕн. Патшалăх паракан пулăшу укçи отчетпа çыхăннине те манмалла мар. Халĕ субсиди илнисен 2021 çулти январĕн 1-мĕшĕ тĕлне килти хушма хуçалăхра ĕне шучĕ мĕн чухлĕ пулнине ĕнентерекен документа февралĕн 1-мĕшĕччен ял тăрăхне çитермелле. Бланкне ЧР ял хуçалăх министерствин сайтĕнчен илмелле. Хушма хуçалăхра унăн шучĕ малтанхи пекех тухмалла, чакмалла мар. Унсăрăн субсидие каялла тавăрса пама тивет. Енчен те ĕнене ветеринари кăтартăвĕпе аш-какая пама лекнĕ пулсан кил хуçин ветеринари справкине тăратмалла пулĕ. Ун пек чухне граждансене укçана каялла тавăрса парассинчен хăтараççĕ. Ватăсем укçа шута юратать, теççĕ. Çавăнпа та çак кунсенчех субсидишĕн отчет тумаллине манса ан кайăр!

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика