Чикĕ хуралçисен Хисеп хучĕсем музейре вырăн тупĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 12.01.2021, 10:35 Просмотров: 461

 ИКĔ çул каялла районти пограничниксен обществăлла организацийĕн хастарĕсем пуçарнипе "Я служил на границе" кĕнеке кун çути курчĕ. Кунта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи чикĕ хуралçисен служби, ветерансен салтакри хастарлăхĕ пирки кĕскен çырса кăтартнă. 400е яхăн страницăран тăракан кĕнекене пограничниксен патшалăх наградисене, çар чаçĕнчен тивĕçнĕ Хисеп грамотисене, Тав хучĕсене никамăнне те кĕртеймен. Çемье архивĕнче упранакан хаклă хутсене хальхи вăхăтра пограничниксен районти обществине ертсе пыракан Анатолий Быков пуçтарать. Анатолий Алексеевич каланă тăрăх малашне вĕсене "Çăкăр" историпе этнографи музейĕнче чикĕ хуралçисем валли уçнă ятарлă кĕтесре упрасшăн. Ун чухне вĕсемпе экскурсие килекенсем те тĕплĕн паллашма пултарĕç.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика