Патăрьелĕнчи çĕнĕ урам Лев Кураков ячĕпе хисепленĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.01.2021 10:36 Просмотров: 142

 НУМАЙ пулмасть Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хисеплĕ ентешĕмĕр, экономист, ăсчах, район аталанăвĕшĕн пысăк витĕм кỹнĕ Лев Пантелеймонович Кураков пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Пысăк çухатăва пĕрле пайланипе пĕрлех Патăрьелсем унăн ячĕпе сумне малашне те упрас тĕллевпе ырă та пархатарлă ĕçсем тума пикеннĕ. Акă, Патăрьел ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн иртнĕ çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн нумай ачаллă çемьесене уйăрса панă çĕр лаптăкĕнче пулакан микрорайонти пĕр урама Лев Кураков академик ятне пама йышăннă. Çакнашкал пуçару ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх.

Архив материалов

Январь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика