Ырă йăлана малалла тăсса

Категория: Публикации Опубликовано: 12.01.2021 10:39 Просмотров: 276

 2020 çул çĕршывшăн çăмăлах пулмарĕ. Коронавирус пандемийĕ чылай ĕçе, пулăма кирлĕ пек йĕркелеме чăрмантарчĕ пулин те Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем йывăрлăха çĕнтерсе производствăра та, вĕрентỹре те, сывлăх сыхлавĕпе культурăра тата ытти отрасльте те начар мар çитĕнỹ турĕç, чылайăшĕ республикăра та палăрчĕç.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе эпир кăçал та ĕçри пултарулăхĕпе, обществăри хастарлăхĕпе палăрнă, тĕрлĕ шайри наградăна тивĕçнĕ ĕçченсен конкурсне йĕркелетпĕр. Сирĕн сĕнĕвĕрсене шута илсе "Çулталăк çынни - 2020" конкурса хутшăнма çаксене кĕртнĕ:

район администрацийĕн пуçлăхĕн канашçи Иван Дикин;

Первомайскинчи вăтам шкулти физкультура учителĕ Владимир Матюшкин;

Хирти Пикшикри вăтам шкул директорĕ Ильдар Камалетдинов;

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти кĕçĕн классене вĕрентекен Алевтина Михайлова;

Патăрьелĕнчи тĕп больницăри инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Антонина Чернова;

Сăкăтри культура çурчĕн ертỹçи Вероника Кузнецова;

Ишлĕри Василий Тихонов сăвăç-пенсионер;

Патăрьелĕнчи педагогикăпа спорт ветеранĕ Рифкать Сафиуллов;

Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Алексей Краснов;

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти вĕрентекен Виктор Антипов;

Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Анатолий Лялькин фермер.

Вулакансем "Çулталăк çынни" конкурса хутшăнма тăратнă çынсенчен пĕри районта тухса тăракан "Авангард" хаçатăн журналисчĕ те пулчĕ. Анчах та конкурса йĕркелесе ертсе пыраканĕ хаçат редакцийĕ хăй пулнине шута илсе ăна списока кĕртмерĕмĕр.

Çакна та палăртса хăварасшăн. Конкурса хутшăнакан тивĕçлĕ çыншăн хăвăрăн шухăшăра 6-14-49, 6-14-46 тата 6-25-28 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр. Февралĕн 5-мĕшĕччен хаçат редакцине çырупа çитерме те май пур.

Конкурса "Авангард" хаçат тухма пикенни 90 çул çитнине паллă тăвакан уявччен, февралĕн 8-мĕшĕччен, пĕтĕмлететпĕр.

Вулакана пĕлме

Иртнĕ çул "Çулталăк çынни" хисеплĕ ята Кзыл Чишмари ветеринари участокĕн врачĕ Халимулла Хамматов тивĕçрĕ.

Кăçалхипе асăннă конкурс 18-мĕш хут иртет.

("Авангард" хаçат редакцийĕ)

Газета

Архив материалов

Январь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Все новости

Яндекс.Метрика