Тĕп тĕллев - ачасене преступлени çулĕнчен сиресси

Категория: Публикации Опубликовано: 12.01.2021 10:47 Просмотров: 143

 Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе тимлекен комиссин тĕп тĕллевĕ - социаллă хỹтлĕх ыйтакан ачасене çемьесенче пурăнма кирлĕ услови туса парасси, вĕсене преступлени çулĕнчен сиресси.

 Çак тĕллевпе комисси мĕн пур майпа усă курса ĕçлет: ларусене çул çитмен ачасене воспитани паракан ашшĕ-амăшне чĕнсе калаçатпăр, вĕсен килĕсенче пулса пурнăç условийĕсене тишкеретпăр, ачисемпе, ашшĕ-амăшĕпе, шкулсенче уйрăм калаçу ирттеретпĕр тата ытти те. 2020 çулта çул çитмен ачасемпе тимлекен комисси 22 ларăвĕнчен иккĕшне вырăна тухса йĕркеленĕ. Çĕнĕ çулта комисси членĕсемпе ял тăрăхĕсене тата ытларах тухса çỹресшĕн.

2021 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне çул çитмен ачасен правине хỹтĕлекен комиссинче 25 ача шутра тăрать. Вĕсене тăтăшах шкулта, общество пурнăçĕнче хăйне мĕнле тытнине сăнасах тăратпăр. Иртнĕ çул районти çул çитмен ачасен комиссине 18 ачана шута илнĕ. Вĕсенчен 15-шĕ Патăрьелĕнчи ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем, виççĕшĕ - шкулсенчен. Çав шутрах вунă ачана сăнаса тăнă хыççăн шутран кăларнă. Вĕсем пурте хăйсен йăнăшне тỹрлетсе тĕрĕс çул çине тăнă.

Районта социаллă хăрушлăх кăларса тăратакан çемьесен шучĕ тăтăшах улшăнса тăрать. Хальхи вăхăтра çакнашкал 58 çемьере 133 ача воспитани илет. 2020 çулта çак йыша тепĕр 13 çемье (26 ача) кĕнĕ. Пирĕн комисси членĕсем профилактика субъекчĕн ытти представителĕсемпе пĕрле кашни кварталтах вĕсенче пулса пурăнмалли условисене тĕплĕн тишкереççĕ, вĕсенчи пурнăç условийĕсене татса пама пулăшаççĕ. Çулталăк тăршшĕпе 150 хутчен çул çитмен ачасем пурăнакан йывăр шăпаллă çемьесене тухса тĕрĕсленĕ, хăйсен тивĕçне пурнăçламан ашшĕ-амăшĕ ячĕпе кирлĕ мера йышăннă.

Районти çул çитмен ачасен правине хỹтĕлессипе ĕçлекен комиссинче иртнĕ çул 268 ĕç пăхса тухса йышăну тунă. Вĕсенчен 148-шĕ ашшĕ-амăшĕ хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаннипе çыхăннă. Çавăн пекех ларусенче çул çитменнисене спирт тытăмлă хăватлă шĕвек ĕçме, чикарккă туртма явăçтарнипе çыхăннă ĕçсене те сахал мар сỹтсе явнă.

Çул çитмен ачасем преступлени çулĕ çине тăни пуриншĕн те пысăк хăрушлăх. Комисси ларăвĕсенче районти йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем ачасем пĕчĕк хулиганла ĕç тунипе, обществăлла вырăнта сăра-эрех ĕçнипе е кирлĕ мар вырăнта чикарккă туртнипе çырнă протоколсем те пур. Çакă каллех чăн малтанах ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачине пăхса, воспитани парса çитерейменнин результачĕ. Ытти профилактика субъекчĕн пĕрлехи вăйĕ те çул çитмен ачашăн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Л. КОМИССАРОВА, районти çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси секретарĕ

Архив материалов

Январь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика