Çирĕп çемье - пысăк шанăç

Категория: Публикации Опубликовано: 15.01.2021, 15:12 Просмотров: 415

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ 2020 çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ. Иртнĕ çул мĕн пурĕ 1137 гражданла тăрăмăн актне регистрациленĕ.

Пĕлтĕр 294 пепке кун çути курнă. Вĕсенчен 156-шĕ арçын ача, 138-шĕ хĕрача. 2019 çулта 288 ача çуралнă. Çакна та палăртса хăвармалла. 2020 çулта 86 çемьере пĕрремĕш, 82-шĕнче - иккĕмĕш, 86-шĕнче - виççĕмĕш, 21 çемьере тăваттăмĕш ача çуралнă. Çавăн пекех 13 çемьене пиллĕкмĕш, икшер çемьене улттăмĕш тата çиччĕмĕш пепкисене алла илнĕ ятпа саламланнă.

Маларахри çулпа танлаштарсан вилекенсен шучĕ ытларах. Çулталăкра 614 çынпа ĕмĕрлĕхех сыв пуллашнă. Вĕсенчен 331-шĕ арçынсем, 283-шĕ хĕрарăмсем. Вилекенсенчен арçынсен вăтам ĕмĕрĕ 67, хĕрарăмсен 82 çул.

 2020 çулта 124 çемьене мăшăр çавăрнă ятпа саламланă. Маларахри çулхинчен 52 сахалтарах. Уйрăлакансем вара 63 çемье пулнă.

Çулталăкра 14 çын хăйсен ятне улăштарнă.

Иртнĕ çул гражданла актсене йăнăша тỹрлетме е улшăну тума 118 ыйту йышăннă, гражданла тăрăмăн 360 акт çырăвĕ пирки свидетельство çĕнĕрен çырнă, пурĕ 1207 справка панă.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика