Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 15.01.2021, 15:17 Просмотров: 409

Ачасем валли – шанăç телефонĕ

Ачасене психологи тĕлĕшĕнчен сиен кӳрессинчен асăрхаса вăхăтра пулăшас тĕллевпе республикăра шанăç телефонĕ ĕçлет: 8-800-2000-122. 2020 çулта çак телефонпа 3843 çын усă курнă, вĕсенчен 2818-ăшĕ — ачасем. Шăнкăравлакансене пурне те васкавлă психологи пулăшăвĕ кӳнĕ.

Тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне асăнса

Сăр тата Хусан енче окоп чавнă паттăрсене халалланă сайт ĕçлеме пуçланă. Сурскийрубеж.рф информаци ресурсĕнче тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне кăтартакан истори докуменчĕсемпе, массăллă информаци хатĕрĕсем хатĕрленĕ видеосемпе тата хаçатра пичетленнĕ материалсемпе паллашма май пулĕ. Хÿтĕлев чикисене тума хутшăннисем каласа панине «Геройсем» пая вырнаçтарнă. Сайта кашниех çакнашкал историсене сăн ÿкерчĕксемпе, документсемпе пуянлатма пултарать.

Грант илме çăмăлрах пулĕ

Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене малашне «Агростартап» программăпа грант илме çăмăлланĕ. Çĕнĕлĕх тăрăх фермер хуçалăхĕнче пĕччен ĕçлекен 2 млн тенкĕ таран грант илме пултарать. Енчен ĕçе тепĕр çынна явăçтарсан грант хисепĕ 2 млн тенкĕрен те иртет. Ял хуçалăх кооперативĕсем пирки те улшăнусем пулĕç. Вĕсен патшалăх пулăшăвĕн укçипе оборудовани, техника туянма ирĕк пур.Унччен акă налук-тÿлев енĕпе парăм пур ял хуçалăх кооперативĕсене грант çĕнсе илме конкурса хутшăнтарман. Халĕ çак йĕркене пăрахăçланă.

Реестра 232 яла кĕртнĕ

ЧР Министрсен Кабинечĕ «Земство тухтăрĕ», «Земство фельдшерĕ» программăна хутшăнакансен ĕç вырăнĕсене палăртнă. Реестра республикăри аякри 232 яла кĕртнĕ. Списока йĕркеленĕ чухне ял район больницинчен, Шупашкартан аякра вырнаçнине, общество транспорчĕ çÿренипе çÿременнине шута илнĕ. Программăна реестра кĕртнĕ ялсене ĕçлеме каякан тухтăрсене пĕр хутчен 1,5 млн тенкĕ, фельдшерсене 750 пин тенкĕ компенсаци параççĕ. 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн ĕçлеме кайнă тухтăрсемпе фельдшерсем те пысăклатнă компенсаци илĕç. Унсăр пуçне вĕсен ялти ипотекăпа та усă курма май пулĕ.

Пултăранпа кĕрешĕç

Кăçал республикăра наркăмăшлă пултăранпа кĕрешме тытăнĕç. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, вăл вăйлă ĕрчесе кайнă. Вăл ял хуçалăхне кăна мар çынсен сывлăхне те сиен кÿрет. ЧР ял хуçалăх министерстви наркăмăшлă пултăранпа кĕрешмелли программа хатĕрлет. Халĕ  субсиди  памалли йĕркене пăхса тухаççĕ. Наркăмăшлă пултăранпа ятарлă бригадăсем кĕрешĕç. Вĕсене ятарлă хатĕрпе, тумпа, химикатсемпе тивĕçтерĕç. Малтанлăха палăртнă тăрăх республикăра 300 гектар çĕре наркăмăшлă пултăранран тасатмалла.

Мускава хăвăртрах çитĕпĕр

Чăваш Ен тăрăх федераллă тепĕр çул сарасшăн. М-12 автотрасса Мускав-Чулхула-Хусан  маршрутпа пулĕ. Тӱлевлĕ çул машинăсене пысăк хăвăртлăхпа Мускава хăвăртрах çитме май парĕ. Автотрасса пирĕн республикăри Ҫĕмĕрле, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Тăвай тата Комсомольски районĕсем тăрăх иртĕ. Äна 2024 çулта хута яма палăртаççĕ. Ҫак çула сарас ыйтăва халăхпа сӱтсе явма Ҫĕмĕрле районĕнчи Турханта канашлу ирттернĕ. Автотрассăна тăвас ĕçе йĕркелеме «Автодор» компание шанса панă. Вăл шăпах  проектпа смета хучĕсене хатĕрлекен организацисене ĕç хушнă.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика