Çĕнĕлĕхсемсĕр çитĕнỹсем пулмаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.01.2021 15:18 Просмотров: 347

Паян ял хуçалăх предприятийĕсенче сахал тăкакпа пысăкрах тупăш илме тăрăшаççĕ. Куншăн тĕлĕнмелли çук. Самана çапла ыйтать тесен те тĕрĕсрех пуль. Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче те кун-çул уттинчен юлма тăрăшмаççĕ. Тĕслĕхрен, кунта пан улми йывăççин çурма карлик сорчĕсене ĕрчетессипе ытларах ĕçлеме пикенесшĕн. Çакна питомник акцийĕн пысăк пайне туяннă тулли мар яваплă "Авангард" пĕрлешĕвĕн директорĕ Тимур Билалов та çирĕплетрĕ. Сăмах май, акцисен тепĕр пайĕ - патшалăхра.

Яндекс.Метрика