Пĕрлехи вăйпа инкексенчен сыхланмалла

Категория: Публикации Опубликовано: 15.01.2021, 15:20 Просмотров: 449

Январĕн 12-мĕшĕнче район администрацийĕнче чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин черетсĕр ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов ертсе пынă.

Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин районти начальникĕ Петр Ефимов, "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалăн директорĕ Вдадислав Петров, ял тăрăх пуçлăхĕсем, Чăваш Енри сунарçăсен пĕрлешĕвĕн, "Люльское" сунар хуçалăхăн представителĕсем тата ыттисем те хутшăннă.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи "Резон" пĕрлешĕвĕн "Балхаш" сунар хуçалăхĕнче сыснасен Африка чумин вирусĕ ернипе вилнĕ хир сыснисене тупнă. Районта усал амака сарас мар тесе тивĕçлĕ йышăнусем тумалли, çавăн пекех сыснасем усракан кил хуçалăхсенче чиртен сыхланма вырăнсенче ăнлантару ĕçĕсем ирттермелли пирки выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Петр Ефимов тухса калаçнă. Выльăх е аш-какай туяннă чухне ветеринари докуменчĕсем кирли пирки тепĕр хут асăрхаттарнă.

"Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалта 13 пине яхăн сысна тытаççĕ. Чиртен сыхланма кунта пур услови те пуррине, предприяти "хупă" режимпа ĕçленине, килекен автомашинăсене дезинфекцилесе тата санитари пропускĕпе çеç кĕртнине Владислав Петров директор пĕлтернĕ.

Ларура ЧР çут çанталăк министерствин "Чĕр чунсене тата çут çанталăка уйрăммăн сыхлакан территорин дирекцийĕ" учрежденин директорĕ Андрей Кудрявцев сунарçăсемпе тата егерсемпе чир-чĕр сарăласран туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарнă.

Равиль Ямалетдинов район территорине сыснасен Африка чумине кĕртес марришĕн пурин те пĕр шухăшлă пулса вăй хумаллине палăртнă.

Çĕнĕ çул каникулĕсенче республикăра пушарсем, çулăмра çынсем çунса вилнĕ тĕслĕх нумай пулнă май район администрацийĕн ятарлă программăсен пай начальникĕ Григорий Каллин пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмаллине, уйрăмах çанталăк сивĕ тăнă вăхăтра йывăр шăпаллă тата нумай ачаллă çемьесем, пĕччен пурăнакан аслă çулти çынсем патне тимлĕх ытларах уйăрмаллине каланă.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика