Пирĕн пурнăçра мĕн улшăнать?

Категория: Публикации Опубликовано: 19.01.2021, 13:26 Просмотров: 397

Çĕнĕ çултан мĕнле саккунсем вăя кĕнĕ? Раççейре пурăнакансемшĕн 2021 çулта мĕн улшăнать-ха? Паян вулакансене хăш-пĕр çĕнĕлĕхпе паллаштаратпăр.

Пенси те, пенси ÿсĕмĕ те

2021 çултанпа тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕм пысăкланать: хĕрарăмсем — 56,5 çулта, арçынсем вара 61,5 çулта пенсие кайма пултараççĕ. Çак ÿсĕме пысăклатас тапхăр 2019 çултанпа пырать. Куçăм тапхăрĕ 2028 çулта вĕçленет. Çапла майпа пенси ÿсĕмне, пĕлетпĕр ĕнтĕ, пĕтĕмĕшле 5 çул ÿстереççĕ. Хĕрарăмсемшĕн вăл — 60, арçынсемшĕн вара 65 çулпа танлашĕ. Енчен те çын ниепле те ĕç тупаймасан унăн пенсие 2 çул маларах кайма ирĕк пур.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, январĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлемен пенсионерсен пенсине индексацилеççĕ. Кăçал вăл 6,3 процент пысăкланнă. 2022 çулта — 5,9 процент, 2023 çулта 5,6 процент пысăкланĕ. 2021 çултан пуçласа Пенси фончĕ 45 çултан аслăрах граждансене пулас пенси виçи пирки уведомлени ярса пама пуçлать. Çак пĕлтерÿсем Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă виçĕ çулта пĕрре автомат мелĕпе килĕç.

Ку профессисем —

хĕрарăмсен кăна мар

Январĕн 1-мĕшĕнчен хĕрарăмсене ĕçе йышăнма чарнă профессисен шучĕ чакнă. РФ Ĕçлев министерствин çакăн пирки калакан хушăвĕ вăя кĕнĕ. Хĕрарăмсен официаллă майпа йышăнма юраман ĕçсен списокĕнче 456 тĕрли пулнă, халĕ çав переченьрен 100 тĕрлĕ ĕçе кăларнă. 2021 çултан пуçласа этемлĕхĕн черчен çуррин самосвалсен, КамАЗсен тата фурăсен рулĕ умне ларма, трактористра вăй хума юрать. Строительство техники /бульдозерсем, экскаваторсем, автогейдерсем/ — вĕсемшĕн халĕ те чарусен шутĕнче. Кăмăлĕ пулсан хĕрарăмсем карапсен командине кĕме, матрос, шкипер, боцман должноçне йышăнма пултараççĕ. Йывăр промышленноç предприятийĕсенче тата кăткăс производствăри чылай професси тĕлĕшпе те вĕсемшĕн чарусене пăрахăçланă.

Амăшĕн капиталĕ

Пенси фончĕ январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа амăшĕн капиталĕн сертификачĕн укçипе усă курасси пирки çырнă заявлени тăрăх 10 кунра йышăну тăвать, малтанхи пек 1 уйăхра мар. Енчен те ытти ведомствăран информаци илмелле пулсан çак тапхăр 15 е 20 куна тăсăлма пултарать. Пенси фончĕ йăлтах йĕркеллĕ тесе йышăну тусан укçана виçĕ ĕç кунĕнче куçарса парĕç. Сертификата хатĕрлеме халĕ 5 кун уйăраççĕ. Пенси фондне хушма сведенисем кирлĕ пулсан ку вăхăт 15 кун таран ÿсме пултарать. Малтанлăха палăртнă тăрăх, 2021 çулта

Раççейри пĕр миллион ытла çемье амăшĕн капиталĕн сертификатне илме пултарĕ. Унăн виçи пĕрремĕш ачашăн — 483882 тенкĕ, иккĕмĕшĕшĕн — 639432 тенкĕ.

Электронлă медсправка

Пациентăн кăмăлĕ пулсан ăна электронлă медицина справки параççĕ. Ăна Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнчи харпăр уйрăм кабинетра «Манăн сывлăх» суперсервис пулăшăвĕпе ыйтса илме май пур. РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн, январĕн 1-мĕшĕнчен хутлă справкăсемпе медицина пĕтĕмлетĕвĕсĕр пуçне вĕсен электронлă аналогĕсем те, тухтăрăн вăйлатнă цифра мелĕпе алă пуснисемпе çирĕплетнĕскерсем, вăйра тăма пуçланă. Электронлă справкăпа чир пуррипе çуккине, инфекци чирĕллĕ çынсемпе хутшăнни-хутшăнманнине, шкулти занятисенчен хăтарнине е медицина пулăшăвĕ ыйтнине, диспансеризаци тухнине çирĕплетме пулать.

Майсем анлăланаççĕ

2021 çулта специализациленĕ пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвне федераци клиникисенче сиплекен тухтăр направленийĕсĕрех, обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕпе, тÿлевсĕр илме пулать. Паллиативлă медицина пулăшăвĕпе, çав шутра килте те, усă курмалли тата диспансеризаци майĕсем анлăланаççĕ, усал шыçă чирĕсен диагнозĕсене тепĕр хут тĕрĕслеме

ирĕк пур. Çак самантсене медицина пулăшăвне граждансене тÿлевсĕр мелпе кÿмелли патшалăх гарантийĕсен çĕнĕ программинче пăхса хăварнă. Пациентăн халĕ поликлиникăна çеç мар, федераци шайĕнчи медицина центрне те суйлама юрать.

Килте вăй хуракансем валли

Инçет мелĕпе ĕçлекенсен прависемпе тивĕçĕсем пирки калакан çĕнĕ саккун вăя кĕнĕ. Унта «удаленкăн» виçĕ формине çирĕплетнĕ. Пĕрремĕшĕ — яланах инçет мелĕпе ĕçлесси. Иккĕмĕшĕ — вăхăтлăх. Виççĕмĕшĕ — хутăшла: çын пĕр хушă — офисра, тепĕр хушă килте ĕçлет. Енчен те çынна инçет мелĕ çине вăхăтлăха куçараççĕ тата унăн тĕллевĕсем малтанхи пекех пулсан унăн шалăвне чакарма юрамасть. Палăртнă вăхăтран ытлашши ĕçлесен пуçлăхăн ăна хушса тÿлемелле. Кун пек чухне ĕç параканпа ăна пăхăнаканăн ĕç графикне çирĕплетмелле, унта шăнкăравсен графикне палăртмалла. Тĕслĕхрен, 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен пуçлăх çынна шăнкăравлама е унпа электронлă почта урлă çыхăнма пултарать, графикра тата килĕшÿре палăртман вăхăтри шăнкăравсене çыннăн хуравламасан та юрать. Çын яланах е вăхăтлăх «удаленкăпа» ĕçлесен те ăна тивĕçĕсене пурнăçламашкăн мĕн кирлипе йăлтах пуçлăхăн тивĕçтермелле. Çакна саккунра палăртнă. Этеме ĕçрен хăтармалли икĕ саманта асăннă: енчен те вăл пĕр сăлтавсăрах икĕ ĕç кунĕнче çыхăнăва тухмасан. Тепри — енчен те çын хăйĕнпе çыхăнма питех те кăткăс вырăна куçса кайсан.

Ĕç кĕнекисем

Январĕн 1-мĕшĕнчен пĕрремĕш хут ĕçе вырнаçакансем валли электронлă ĕç кĕнеки уçаççĕ. Хутлă ĕç кĕнеки пур çынсен те ĕç-хĕл пирки калакан сведенисене малашне электронлă мелпе илме ирĕк пур. Çакăн пирки унăн пуçлăх ячĕпе заявлени çырмалла. Ĕç паракан кашни çыннăн ĕçĕ тата стажĕ пирки калакан тĕп информацие электронлă мелпе хатĕрлет, ăна Пенси фондне информаци ресурсĕнче упрамашкăн парать.

                Налуксем

Кăçалтан пуçласа пĕтĕм гражданин уйрăм çыннăн пурлăхĕ çине хуракан налука /НДФЛ/ пĕр пек — 13 процент — тÿлемеççĕ. Çулталăкра 5 миллион тенкĕрен нумайрах ĕçлесе илекенсен халĕ 15 процент ставкăпа тÿлемелле. Пуян çынсен НДФЛне ÿстермешкĕн пĕлтĕр çулла Раççей Президенчĕ Владимир Путин сĕннĕ. Банксенчи вкладсен процент тупăшĕ çине те кăçалтан тытăнса налук хураççĕ. 2021 çулта процент тупăшĕ 42,5 пин тенкĕрен пысăкрах пулсан вклад хунă çынсен 13 процент налук тÿлемелле. Çыннăн миçе вклад тата вĕсене хăçан уçни пĕлтерĕшлех мар. 2021 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн процентсем илни çеç пĕлтерĕшлĕ. Налук служби банксен кăтартăвĕсене хăех пуçтарать, налуксене шутласа палăртать, ку хыпара 2022 çулхи кĕркунне хваттер, дача, автомобиль налукĕсем пирки калакан уведомленисемпе пĕрле ярса парать.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика