Аслă çул пурне те асăрханма хистет

Категория: Публикации Опубликовано: 19.01.2021, 14:53 Просмотров: 400

ПĔЛТĔР çул çитмен ачасем хутшăннипе аварисен шучĕ йышлă пулни водительсене пушшех тимлĕхе ỹстерме хистемелле. Çулла çеç инспекторсем виçĕ инкеке шута илнĕ: "Калинино-Патăрьел-Елчĕк" çул çинче водитель çуран пыракан ача çине автомашинăпа кĕрсе кайнă, Аслă Чементе погрузчик хуçи çул çитменскерне асăрхамасăр урине суранлатнă, Ыхра Çырми ялĕнчен тухнă вырăнта "ВАЗ-2114" автомобиль теприне ирттерсе яман, вăл вара унпа пырса çапăннă май хирĕçле килекен çăмăл автомашина çине пырса кĕнĕ.

Юрать-ха, инкек синкерлĕ вĕçленмен, водительпе ачана çийĕнчех больницăна илсе кайнă. Районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Алексей Мальцев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх кĕркуннехи аварисен икĕ тĕслĕхĕнче каллех çул çитмен ачасем хутшăннă. Сителти арçын ача мопед рульне итлеттереймесĕр çаврăнса ỹкнĕ, Елчĕк çулĕ çинчи "ГАЗ-3302" автомашина водителĕ те дистанцие пăхăнмасăр "Фольсвагенпа" пырса çапăннă. Телее, кунти пăтăрмахра та ачапа водителе пĕчĕк сурансем çеç пулнă.

Хальхи вăхăтра районта автомашинăсем нумай пирки куçăм питĕ вăйлă. Юлашкинчен çуса лартнă юр та водительсене чăрмав кỹме пултарать. Çавăнпа та çул çинче инкек сиксе ан тухтăр тесен пурин те асăрханмалла, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмаллах.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика