Актуально

Журналистсем пĕрле пухăнса савăнчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 19.01.2021 15:08 Просмотров: 307

 Январĕн 16-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче массăллă информаци хатĕрĕнче ĕçлекенсем Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунне паллă турĕç. Вĕсене республикăн паллă çыннисем, депутатсем, Чăваш Ен власть органĕн представителĕсем тата ыттисем те саламларĕç.

Кăçал уява кăштах урăхларах йĕркеленĕ. Ĕçре палăрнă журналистсене, полиграфистсене, телевиденипе радиора вăй хуракансене Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков, Николай Малов, Алена Аршинова, Леонид Черкесов мероприятие халалланă концертчен наградăсем панинчен пуçланчĕ. Унтан савăнăçлă лару-тăру коронавирус пандемийĕнчен асăрханса санитари хушăвĕ- сене пурнăçласа культура çурчĕн залĕнче малалла тăсăлчĕ.

Уява 21 хисепе халалланă, çакă ахальтен мар. Эпир 21 ĕмĕрте, 21 çулта, 21 регионра пурăнатпăр, çавăн пекех пирĕн 21 район. Ятарласа хатĕрленĕ видеороликра МИХ хатĕрĕсен ертỹçисем 21 регионта 21 тĕллев лартнине те палăртрĕç. Ку çул юбилейсемпе те пуян: "Хыпар" хаçат тухма пуçлани - 115 çул, "Тантăша" - 90, районти "Авангарда" - 90, Чăваш телевиденине - 60, Наци телевиденине 10 çул.

Зала пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Кристина Майнина та ăшшăн саламларĕç, халăха хумхантаракан тата интереслентерекен ыйтусене ытларах çутатма, тишкерỹллĕ материалсем хатĕрлеме, пысăк тиражпа çỹллĕ рейтинг сунчĕç. Пĕрлех Раççей, республика шайĕнчи Хисеп, Тав хучĕсемпе, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа хатĕрленĕ медальпе чысларĕç. Çавăн пекех Чăваш Енри журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров Çемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид Ильин премийĕсене тивĕçнисене саламларĕ.

Массăллă информаци хатĕрĕнче ĕçлекенсене чăваш эстрада артисчĕсемпе И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Мероприятие килнисем фойере Чăваш кĕнеке издательствин çĕнĕ кăларăмĕсене курма тата туянма, чăваш журналистикин историне халалланă викторинăра хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме, сăн ỹкерчĕксен слайчĕ пĕр-пĕ- рин пурнăçĕпе паллашма, ятарлă фотозонăра асăнмалăх сăн ỹкерĕнме пултарчĕç.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Март 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика