Çĕнĕ çултан - çĕнĕ йышпа

Категория: Публикации Опубликовано: 19.01.2021, 15:09 Просмотров: 364

Районти депутатсен Пухăвĕн 2020 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 13 çынтан тăракан Общество канашĕн çĕнĕ йышне çирĕплетнĕ.

Вĕсем кашниех район аталанăвĕшĕн, унăн экономикишĕн тăрăшакан хастарсем: Анатолий Самакин ĕç ветеранĕ, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ,Туçа храмĕн настоятелĕ Николай Марков протоиерей, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, Чăваш Республикинчи Общество палатин членĕ Мансур хазрат Хайбуллов, Николай Ларионов пенсионер-журналист, Владимир Александров, Владимир Карягин, Людмила Сафронова, Тальгат Шакуров, Рифкать Сафиуллов, Петр Кузнецов ĕç ветеранĕсем, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти музыка учителĕ Петр Никитин, Анатолий Прохоров предприниматель, Светлана Ляллина общественник.

Иртнĕ эрнере районти Общество канашĕн организациллĕ ларăвĕ пулнă. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Равиль Ямалетдинов ертсе пынă, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе хутшăнса ĕçлес тĕлĕшпе обществăлла организацийĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă.

Ларура Общество канашĕн председателĕ пулма Анатолий Самакинах шаннă. Унăн заместителĕ - Р. Сафиуллов, секретарĕ - Л. Сафронова.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика