Актуально

Регистраци уйрăмĕ çулталăка начар мар вĕçленĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.01.2021 15:13 Просмотров: 298

 Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсен Патăрьелĕнчи пайĕн регистраципе экзамен тытмалли уйрăмĕ иртнĕ çула начар мар кăтартупа вĕçленĕ. Çулталăк тăршшĕпе водитель удостоверенийĕн вăхăчĕ тухнă е ăна çухатнă сăлтавпа çынсене 2400 çăмăллăхпа тивĕçтернĕ. Вĕсечен 837-шне (34,9 проценчĕ) нумай функциллĕ центр урлă. Вăл шутра Патăрьелĕнчи НФЦ - 90, Шăмăршăри - 78, Елчĕкри - 299, Комсомольскинчи 366 çыннăн ыйтăвне татса панă.

Çакна та палăртма кăмăллă. РФ ШĔМĕн "Батыревский" РЭО ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Николай Сугутский пĕлтернĕ тăрăх çулталăк тăршшĕпе патшалăх çăмăллăхĕпе тивĕçтерекен уйрăм ĕçĕпе граждансен 97 проценчĕ кăмăллă. Кунта килекенсем сотрудниксен ячĕпе çырса хăварнă сĕнỹпе хаклавран та кун пирки пĕтĕмлетỹ тума май пулчĕ. "Сотрудниксем пуринпе те кăмăллă калаçаççĕ, ăнлантараççĕ, ĕçе хăвăрт пурнăçлаççĕ...",- тенĕ вĕсенче регистраци уйрăмĕн çăмăллăхĕпе усă куракансем.

 2020 çулта коронавирус пандемийĕ çынсене йывăр лару-тăрăва кĕртсе ỹкерчĕ пулин те Патăрьелĕнчи регистраципе экзамен тытмалли уйрăм мĕн пур хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса начар мар ĕçленĕ. Çулталăкра вĕсем тивĕçтерекен тăватă районпа 10626 çын патшалăх çăмăллăхĕпе усă курма ыйтнă. Вĕсене пурне те тивĕçтернĕ. Уйрăммăн илсен водитель удостоверенийĕпе 3307, автомашинăна регистрацилессипе 6930, экзамен ыйтăвĕпе 3092 заявлени пулнă.

- Патăрьелĕнчи регистраципе экзамен тытмалли уйрăм таврашĕнче 9 вĕренỹ организацийĕ. Вĕсем пурте водительсене транспорт хатĕрĕпе çỹреме хатĕрлеççĕ. Апла пулин те пирĕн тĕп тĕллев хамăрăн ĕçе пахалăхлă, граждансене тивĕçтермелле пурнăçласси,- палăртрĕ Николай Сугутский.

А. НИКОЛАЕВА

Газета

Архив материалов

Март 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Все новости

Яндекс.Метрика