Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2021 09:11 Просмотров: 276

Олег Николаев «Хыпар» издательство çурчĕн журналисчĕсемпе тĕл пулнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Хыпар» хаçат тухма пуçланăранпа 115 çул çитнĕ май коллективпа тĕл пулнă, журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă. 1906 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче пуçласа кун çути курнă кăларăм хальхи вăхăтра — пысăк издательство çурчĕ. Унăн çемйинче — 7 хаçатпа 2 журнал. Çывăх кунсенче унăн йышне икĕ район хаçачĕ кĕрĕ. Республикăн цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн тив.=.сене пурнё=лакан  Кристина Майнина та коллектива сумлă датăпа саламланă.

Халăха массăллăн вакцинацилес ĕç пуçланнă

Республикăра коронавирусран сыхланса халăха массăллăн вакцинацилес ĕç пуçланнă. Çакăн çинчен ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов каланă тăрăх, кăмăл пуррисем прививка тума телефонпа 122 номерпе, сиплев учрежденийĕсен регистратурисене шăнкăравласа е патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă çырăнма пултараççĕ. Граждансенчен 2 пине яхăн заявка йышăннă та ĕнтĕ. Çав вăхăтрах министр вакцинаци тумашкăн çырăннă çынсем сиплев учрежденийĕсене вăл е ку сăлтава пула пыраймаççĕ пулсан кун пирки маларахах шăнкăравласа асăрхаттарма ыйтнё, çакă вакцинăпа тухăçлă усă курассине тивĕçтерме кирлĕ.

"Тавтапуç сире, тухтăрсем"

Çак ятпа Чаваш патшалăх академи драма театрĕнче ыр кăмăллăх каçĕ иртнĕ. Уява театрăн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев уçнă. Вăл çын чунне искусство сипленине палăртнă. Уява ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чӑваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов хутшăннă. "Эсир хальхи самана паттăрĕсем, эсир усал чир-чĕрпе кĕрешетĕр",  _ тенĕ Олег Алексеевич медиксене тав туса. Вĕсем ĕçре палăрнă тухтăрсене тĕрлĕ  наградăпа чысланă. Артистсем  куракансене "Ялта" драма кăтартнă.

Онлайн экскурси

Сăр тата Хусан енче окоп чавма хутшăннă ентешсем çинчен сурскийрубеж.рф сайта хыпарсем вырнаçтарма тытăннă. Информаци ресурсĕнче историри çак тапхăрпа çыхăннă документсемпе те паллашма пулать. Унсăр пуçне Чăваш Ен цифра аталанăвĕпе информации политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Кристина Майнина палăртнă тăрăх, Сăр хĕрринче окоп чавнă вырăнсене виртуаллă экскурси мелĕпе курма пулĕ

Кĕрхисем шăнмĕç

Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсем кĕркунне акса хăварнă лаптăксене кашни эрнерех тĕрĕслеççĕ. Çĕнĕ тĕрĕслевсем кăтартнă тăрăх, 97,9 пин гектарта тĕрĕсленĕ кĕрхисемшĕн хăрушлăх çук, 64, 7 пин гектар – йĕркеллех, 31,2 гектар вара – япăхрах. Калчана симĕс тĕс çапнă ĕнтĕ. Раççей ял хуçалăх центрĕн специалисчĕсем палăртнă тăрăх, юр çĕре тата ÿсен-тăрана шăнасран, температура улшăнăвĕсенчен лайăхах сыхлать. Юр тарăнăшĕ – 25-40 см. Çĕр 25-80 см шăннă.

Газета

Архив материалов

Март 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Все новости

Яндекс.Метрика