Чăваш Ен Пуçлăхĕ Çырупа тухать

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2021, 09:45 Просмотров: 334

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев февралĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Çырупа тухать. Кун пирки вăл Патшалăх Канашĕн ертỹлĕхĕпе тата фракцисен лидерĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура пĕлтернĕ.

Палăртмалла, ку Çы- ру Олег Николаевшăн пĕрремĕш пулĕ. Çак документра вăл Правительствăн, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хальхи вăхăтри тата малашнехи ĕçри тĕп енĕсене палăртĕ.

Тĕл пулура парламентарисемпе партиецсем хăйсен пуçарăвĕсемпе сĕнĕвĕсене пĕлтернĕ, экономикăпа социаллă пурнăçăн çивĕч ыйтăвĕсене çĕкленĕ.

 А. ИВАНОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика