"Çĕнĕ вăхăтпа" пурăнма тытăнăпăр-и?

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2021 09:47 Просмотров: 217

Çак ыйтăва республикăра тăтăшах çĕклеççĕ, анчах ăна татăклăн сỹтсе явман-ха. Чăваш Ене виççĕмĕш сехет зонине (МСКÇ1) куçарасси пирки республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те регион ертỹçипе январĕн 18-мĕшĕнче йĕркеленĕ тĕл пулура çĕкленĕ.

Экономика политикин, агропромышленность комплексĕпе экологи комитечĕн председателĕ Сергей Павлов ку ыйту патне республикăра пĕрремĕш çул мар таврăннине каланă.

 "Ял çыннисем сехет йĕпписене куçармалли пирки, çакă кунсеренех уй-хир ĕçĕсем валли хушма май туса панине калаççĕ. Бизнес, хуласенче пурăнакансем пĕр шухăш патне пыни çук", - палăртнă депутат.

 Республика ертỹçи ку ыйтăва парламент итлевне кăларма сĕннĕ.

 Аса илтеретпĕр, Чăваш Ен Мускавпа пĕр сехет поясĕнче. Çакă вара çуркуннехи-çуллахи вăхăтра, хĕвел ытла ир тухнă тата аннă чухне, меллĕ мар. Пирĕн кỹршĕсенчен тепĕр сехет поясне Ульяновск облаçĕ куçнă. Ку ĕç 2016 çулта пулса иртнĕ. Чăвашинформ ИА сайчĕн материалĕ тăрăх.

Газета

Архив материалов

Март 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Все новости

Яндекс.Метрика