Эрне тухăçлă иртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2021 09:52 Просмотров: 265

Рисовани, технологи тата музыка урокĕсем расписанипе килĕшỹллĕн шкулта эрнере пĕрер çеç пулаççĕ. Кашни ача кĕтет вĕсене. Хăйĕн ăсталăхне кăтартасшăн. Çавăнпа та çак предметсен эрни - чăн-чăн уяв. Çак вăхăтра килĕшекен ĕç ăшне кĕрсе ỹкме пултаратăн, конкурссене хутшăнса ăсталăхна, пултарулăха кăтартатăн.

Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти Л. Хасяновăпа Л. Насртдинова вĕрентекенсем эрне вăхăтĕнче мастер-классем ирттерчĕç, викторинăсем йĕркелерĕç, "Хавхалану асамачĕ" выставка ĕçлерĕ. Унта ачасен ĕç урокĕсенче тата килте ăсталанă алă ĕçĕсем пулчĕç.

"Ỹкерчĕксенче - кĕвĕ" выставка та илĕртỹллĕ тухрĕ. "Пĕлỹ аукционĕ" музыка конкурсĕ, "Мульти-викторина", "Музыка КВНĕ" пурне те явăçтарчĕ. 8 тата 9-мĕш классенче вĕренекенсемпе ĕç урокĕнче ирттернĕ видеоролика кăтартни вырăнлă пулчĕ.

 "Ăста алăсем канăçа пĕлмеççĕ" конкурса хутшăнчĕç. "Професси тĕнчи" стена хаçачĕсем кăларчĕç. Кашăксенчен тĕрлĕ япала хатĕрлерĕç.

8 класра "Рок кĕвви ĕнер тата паян" информациллĕ проект урокĕ йĕркелерĕç. Унта вĕренекенсем ку чухнехи музыка культурине тишкерчĕç. Пĕрлех "Кино" рок ушкăнăн тата ыттисен пултарулăхне аса илчĕç. Çавна май ачасен тавра курăмне анлăлатма, вĕреннĕ материала çирĕплетме май пулчĕ. Уроксене уяв евĕр йĕркелерĕç. Музыка кабинечĕсем ачасен ĕçĕсемпе пуянланчĕç.

Илнĕ пĕлỹ ĕçре çитĕнỹсем тума пулăшатех. 7 класри Д. Куликовăпа И. Алимова районта ирттернĕ музыка учителĕсен фестивалĕнче икĕ саспа юрлас енĕпе çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Инструментсен ансамблĕ Тутар Республикинчи Пăвара иртнĕ конкурсра 1 степеньлĕ лауреат ятне тивĕçрĕ.

 "Сандугач" вокал ансамблĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул тултарнине халалласа йĕркеленĕ тутар культурин "Мирас" конкурсне хутшăннăччĕ. Онлайн мелĕпе ирттернĕ гала концертра вара иккĕмĕш степеньлĕ лауреат пулчĕç.

Предмет эрни ачасене ĕçе явăçма, музыкăпа интересленме пулăшатех.

А. ИВАНОВА

Газета

Архив материалов

Март 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Все новости

Яндекс.Метрика