"Партизан" Тухăç календарĕ тăрăх кăçал Вăкăр çулĕ теççĕ. Пулĕ те.

Категория: Публикации Опубликовано: 26.01.2021 10:23 Просмотров: 199

...Атте вăхăтсăр уйрăлса кайнă хыççăн кашни самантра тенĕ пекех, пурнăçăмри пулăмсемпе малашнехи утăма вăл каланă сăмахсем тата унпа çыхăннă ĕçсем витĕр çывăх çыннăм майлă хакласа куç умне кăларатăп. Вăл вăрçă вăхăтĕнче çуралнă. Ун чухнехи йăла-йĕрке хальхи пек шухă пулман. Вăрçă ахрăмĕллĕ самана çирĕп пулнă, самай айваннисене те халăх хушшинче çăмăлах килмен. Аттене асанне пĕччен пăхса çитĕнтернĕ. Вăл каланă тăрăх, çулланнă арçынсем те çурма тăлăх ачана ним мар кỹрентерме пултарнă.

- Çичĕ класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн тăван киле савăнса çакна çирĕплетекен документа илсе килтĕм. Анне ырласса кĕтетĕп. Вăл хут çине пăхса вулам пек турĕ те арча тĕпне тирпейлесе чиксе хучĕ. "Атя, ывăлăм, апатланар", - тесе тĕпел патĕнчен апата сĕтел çине лартрĕ. Çисе тăрансан ман çине пăхса: "Коля, ывăлăм, çитет пуль вĕренсе. Ĕçе кайма вăхăт çитрĕ. Ыран ĕне ферминче лавçăра ĕçлеме тытăнатăн, эпĕ ферма пуçлăхĕпе килĕшсе татăлтăм".

Ирхине атте тул çутăличчен витене каять. Ферма пуçлăхĕ 14 çулхи имшерккерех ачана ĕç вырăнне илсе кайса кăтартать. "Коля, акă санăн ĕç хатĕрĕ, паллаш, Партизан ятлă", - тет çулланнă арçын ватă вăкăр енне пуçĕпе сĕлтсе.

- Элекçи, кам ырханкки санпа унта? Партизана ăна парса пире мĕн, кунĕ-кунĕпе фермăра тăратасшăн-и? Хăçан пирĕн пата йĕркеллĕ арçынна ĕçлеме илсе килетĕн? Тата вăкăр вырăнне лаша хăçан пулĕ? Вă-ă-ăт мĕнле иккен! Ахальтен мар пулĕ эсĕ виçĕ кун таранах пĕртте урăлмасăр çỹрерĕн... Ахăртнех, ĕçе ил тесе сыптарчĕç пулĕ-ха! Асту, пĕрре хĕрарăмсем пĕрле пуçтарăнса хăлха чикки тыттаратпăр-ха, кĕтсех тăр, - усаллăн илтĕннĕ витен инçет енчен хĕрарăм сасси.

- Пĕлмесĕр нумай ан калаç. Кил, паллаш Нетỹк ачипе, Коляпа. Малашне эсир унпа пĕрле ĕçлĕр. Колхозра лашасем сахаллине пурте пĕлеççĕ, Партизанпах ĕçлетĕр, - пуçлăх хăй сăмахне каланă хыççăн ĕне сăвакана кĕтмесĕрех кантур еннелле уттарнă.

- Коля, эс эппин.... Юрĕ, ĕçлесе пăхăпăр, - аякранах мар илтĕннĕ лăпланнă Ульха аппан сасси.

Партизан ватă, мăран вăкăр. Ăна ĕнесем патне те яма пăрахнă. Хуçалăхра туртăм вăй кирлĕ пулнăран витере унпа усă курма тивнĕ. Малтанласа вăкăр çамрăк "хуçана" пит итлесшĕн пулман. Час-часах куççуль кăлара-кăлара ача кутăн выльăха пăхăнтарса ĕçлеттерме хăтланнă. Кăлăхах. Ĕне сăвакансем вĕрентнипе çеç меслетне тупнă.

Малтан апат лайăх çитермелле, кайран йăпатса, ачашласа кирлĕ ĕçсене тумалла.

– Шыв ĕçес килнĕ чух ниме пăхмасăр тиенĕ лавпах çырмана анса васкамасăр ĕçсе тăма пултаратчĕ. Тулли лав тỹнсе кайни те пулкаланă, - тетчĕ атте.

Яш каччă хăйĕн çăмăл мар пурнăçне кура ĕçе пăрахас тесе шухăшланисем те пулкаланă, амăшĕ умĕнчи яваплăх çеç тытса чарнă ăна.

Виçĕ çул атте Партизанпа тăрăшнă. Вăкăр ачана йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхтарнă, çамрăк йĕкĕт вара кулленхи ĕçпе пиçĕхнĕ. Коля 17 çулта чухне ФЗОран шофер профессине алла илме чĕнекенсем килнĕ. Вăл савăнсах кайма килĕшнĕ. Выльăх макăрнисем хыçа юлнă. Маншăн атте пек ăста шофер тĕнчере те çукчĕ.

Ватă вăкăра, Партизана, какая янине пĕлсен унчченхи пĕчĕк хуçи, шофер правиллĕ каччă, чылай вăхăт хурланса çỹренĕ. Хăш чух хăй çине юн тулнă куçпала пăхнăскер, терт-нушине самай кăтартнăскер, çапах та хуçалăх ĕçĕнче çынсене темĕнччен пулăшнăскер ăш-чикре пачах та кỹренỹ хăварман. Атте вара тĕрлĕ ĕçе пĕрле тунă чух яланах мана çав вăкăр-учитель пирки хăйĕн кун-çулĕн шăпипе пĕр килтерсе, сăн-питне çуталтарса хавассăн каласа кăтартатчĕ. Çав ăшă сасă халĕ те чунра...

Ю. ИСАЕВ. Нăрваш Шăхаль ялĕ

Архив материалов

Февраль 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28

Яндекс.Метрика