Асăрханма ансатрах, сипленме хака ларать

Категория: Публикации Опубликовано: 26.01.2021, 10:27 Просмотров: 258

КИРЕК мĕнле инкекрен те асăрханни вырăнлăрах. Коронавирус чирне те хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнсан çеç парăнтарма пулĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн районта та унчченхилле, маскăсăр, пурăнма иртерех-ха. Хỹтĕлев хатĕрĕпе малашне те усă курмалла. Ку тĕлĕшпе районти мобильлĕ ушкăнсем ял тăрăхĕсенчи суту-илỹ магазинĕсенче, апатлану предприятийĕсенче, вĕрентỹ учрежденийĕсенче, парикмахерскисемпе çын йышлă çỹрекен вырăнсенче кашни кунах пулаççĕ, çынсем маска режимне пăхăннине тĕрĕслеççĕ, граждансемпе уйрăм калаçусем йĕркелеççĕ. Хăрушлăха сирес тĕллевпе килтен тухса çỹреме юраман ватăсене социаллă хỹтлĕх центрĕн ĕçченĕсем, волонтерсем апат- çимĕç, эмел кайса параççĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика