Мĕн акатăн, çав шăтать

Категория: Публикации Опубликовано: 26.01.2021, 10:37 Просмотров: 255

(Январĕн 22-мĕшĕ тĕлне)

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 3339 тонна хатĕрленĕ. "Россельхозцентр" управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи филиалĕн специалисчĕсем тĕрĕсленĕ тыр-пултан 79,3 проценцĕ е 2672 тонни кондициллĕ.

Вăрлăхсенчен 18,5 проценчĕ суперэлита е элита, 1-4 репродукцилли - 64,4 процент, пахалăхсăрри - 17 процент.

Хуçалăхсем вăрлăхсене çĕнетессипе те ĕçлеме пуçăннă. "Малалла", "Труд", "Шанс", "Красное Знамя" хуçалăхсенче, М. Лаврентьева фермер хуçалăхĕнче сутлăха валли хатĕрлеççĕ.

2020 çулта районта акнă вăрлăхăн 45 проценчĕ пахалăхли пулчĕ, çакă тухăçра та пысăк витĕм кỹчĕ. Тыр-пула пĕр гектартан вăтамран 34,1 центнер пухса илчĕç. Кăçал та çаплах пуласса шанса тăратпăр.

Кĕркунне кĕлетсем тулччăр тесен вăрлăхсене фитоэкспертиза тумалли пирки те асра тытмалла. Вăл ỹсен-тăрана чир-чĕртен упраса хăварма кирлĕ препаратсем суйласа илме, тивĕçлĕ йышăнусем вăхăтра тума май парать.

О. ГЛУХОВ, "Россельхозцентр" управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи филиалĕн начальникĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика