Светофор пулĕ-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 26.01.2021 10:39 Просмотров: 184

 Патăрьелĕнче пурăнакансем, çавăн пекех социаллă сетьре те район центрĕнчи Ленин проспектĕнчен Мичурин урамĕ енне каякан çул айккипе вырнаçнă светофор пирки час-часах сăмах хускатаççĕ. Ыйтăва татас тĕллевпе район администрацийĕн строительство тата обществăлла инфратытăм пайĕн специалисчĕсемпе телефонпа çыхăнтăмăр.

 - Патăрьелĕнчи Ленин проспектĕнчен Мичурин урамĕ енне каякан вырăна тепĕр светофор вырнаçтарни вырăнсăр, умлă-хыçлă иккĕ пулсассăн техникăна çỹреме кансĕр пулать. Çавна май пĕрремĕш вăтам шкул патĕнче Т-9 маркăллине - ятарлă пускăча çын пỹрнепе перĕнсен çеç симĕс тĕс çутатаканнине - лартма палăртнă. Анчах та саккунпа килĕшỹллĕн хальхи вăхăтра пĕлỹ çурчĕ патĕнчи пĕр вĕçĕм сарă тĕспе çутатса тăракан светофора палăртнă вăхăчĕ тухмасăр улăштарма юрамасть. Кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче шăпах вăхăчĕ вĕçленет, çакăн хыççăн çĕннине вырнаçтарас ыйтупа ĕçлеме пуçлаççĕ, - тесе пĕлтерчĕ Сергей Толстов специалист-эксперт.

О. ПАВЛОВА

Газета

Архив материалов

Февраль 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28

Все новости

Яндекс.Метрика