Чун ăшшине шеллемесен шăпа телей пиллетех

Категория: Публикации Опубликовано: 26.01.2021 10:41 Просмотров: 188

Канмалли кун та шăнкăравсăр иртмерĕ Л. Комиссарован. Йывăр шăпаллă пĕр çемьери çитĕнекен ăру тархасласах хăйсем патне килсе кайма ыйтрĕ. Ашшĕ ют çĕртен ĕçлесе таврăннă-мĕн. Кĕсьере укçа пур. Çав ятпа "хĕрнĕ". Ачисем те уроксене хатĕрленеймеççĕ. Çула тухрĕ вара район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хỹтĕлекен комиссин тĕп специалист-эксперчĕ Л. Комиссарова.

Çакнашкал миçе шăнкăрав пулман-ши? Лайăх та. Апла пулсан вĕсен ĕçĕ сая каймасть. Калаçнин усси вăхăтлăха та пулин пулни савăнтарать.

Йышлă ачаллă çемьесем сахал мар-çке районта. Ашшĕ- амăшĕ тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерекеннисенче вĕсем тĕреклĕ, сывлăхлă çитĕнеççĕ. Анчах йывăр шăпаллисем те пур. 58 çемьере 133 ача çитĕнет. Вĕсем пирки интересленсех тăраççĕ. Килĕсене çỹреççĕ. Черетлĕ шăнкăравĕ те шăпах çакнашкал çемьерен пулчĕ те ĕнтĕ.

Лариса Алексеевна çак ĕçре çĕнĕ çын мар. Маларах вăл районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторĕ пулнă. Кайран аслă инспектора куçнă. 10 çул ытла асăннă системăра вăй хунă. Çак хушăра районти шкулсене сахал мар тухса çỹренĕ. Çĕрлехи рейдсене хутшăннă. Клубсенче калаçусем ирттернĕ. Вĕсене ачисемпе пĕрлех ашшĕ-амăшне те явăçтарнă. В. Кузнецов инспекторпа, С. Шадиряков ертỹçĕпе килĕшỹре ĕçленĕ. Çул çитмен ачасем преступлени çулĕ çине тăрасран сахал мар асăрхаттарма тивнĕ. Ашкăнчăкраххисен çумне аслăраххисене çирĕплетнĕ. Вĕсене пĕрлехи мероприятисене явăçтарма ыйтнă.

Тăрăшуллă ĕçĕн хакĕ те пур. Л. Комиссарован шалти ĕçсен министерствинчен илнĕ Хисеп хучĕсем, пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш степеньлĕ медальсем, "За верность долгу" паллă тата ыттисем те çемье архивĕнче сумлăн упранаççĕ.

Çемьере те кăтартуллă мăшăр, юратнă анне Лариса Алексеевна. Евгений Николаевичпа виçĕ хĕр çитĕнтереççĕ вĕсем. Асли - Эвелина - И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн сиплев ĕçĕн уйрăмĕн иккĕмĕш курс студентки. Катерина Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн улттăмĕш, Настя виççĕмĕш класĕсене çỹреççĕ.

Шел, мăнукĕсен савăнăçĕпе аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ те киленеймерĕç. Вĕсем иртерех пурнăçран уйрăлчĕç. Пĕр тăванĕсем вара ăру малалла тăсăлнăшăн хĕпĕртеççĕ. Кирек хăш ĕçе те пĕрле пурнăçлаççĕ Комиссаровсемпе Цыгановсем. Кашнийĕшĕ кермен пек çуртсенче пурăнаççĕ. Сĕтеллисем çăкăр-тăвартан, алăк хăлăпĕсем тăванĕсенчен татăлмаççĕ.

 - Лариса кине эпир хамăр тăван йăмăк вырăнне хурса хисеплетпĕр. Унра пăсăк кăмăл курман нихăçан та. Кирек кама та алă тăсса пама хатĕр вăл. Кăмăлне кура хăйĕн те çулĕ уçăлсах пырать-тăр, телейĕ малашне те çăлкуç шывĕ евĕр тапса тăтăр, - тет мăшăрĕпе пĕр тăван аппăшĕ Галина Николаевна.

Туслăхпа килĕшỹре пулни кирек хăш ĕçе те пуçăнма май парать. Унран хакли тата мĕн пултăр.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Газета

Архив материалов

Февраль 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28

Все новости

Яндекс.Метрика