Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2021, 10:19 Просмотров: 652

Троллейбус паркĕ çĕнелнĕ

Январĕн 28-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕ Шупашкара 8 троллейбус тата Çĕнĕ Шупашкара 2 троллейбус парасси пирки йышӑну тунӑ. Шупашкара панă 8 троллейбус 125 миллион ытла тенке кайса ларнă. Çĕнĕ  Шупашкара лекнĕ çавнашкалах 2 транспорт 31 миллион ытла тенкĕ тăрать. Чăваш Енре пĕтĕмпе Ĕпхÿре туса кăларнă 68 троллейбус пулмалла. Пирĕн республика троллейбус паркне çĕнетме федераци хыснинчен 1,17 миллиард тенке тивĕçнĕ.

Промышленность предприятийĕсемпе паллашма май пур

Виртуаллă «Заповедная Чувашия» экологипе туризм экскурсийĕ пулăшнипе Чăваш Енри çут çанталăк территорийĕсен илемĕпе килтен тухмасăрах паллашма пулать. Хальхи вăхăтра республикăра кунашкал 70 объект шутланать. Пĕлтĕр 1200 çын Чăваш Енри заповедниксемпе онлайн мелĕпе паллашнă. Кăçал, Раççейри Ăслăлăхпа технологисен çулталăкĕнче, «Чăваш Ен промышленноçĕ» туризм экскурсийĕ ĕçлеме пуçлать. Вăл республикăри промышленность предприятийĕсемпе паллаштарĕ.

«Кунта тăшман ури пусмĕ»

Шăпах çак ятпа «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕпе электронлă документсен архивĕ документлă фильм ÿкерет. Ăна Сăр тата Хусан енче окоп чавнисен паттăрлăхне халалланă. Ку фильм 1941 çулхи сивĕ кунсенче пынă пысăк строительствăна хутшăннă çынсен йывăр ĕçĕ пирки каласа кăтартать. Малтанлатса палăртнă тăрăх, фильм 30 минута тăсăлĕ, вăл чăвашла, вырăсла титрсемпе пулĕ. Кинолентăна май уйăхĕччен вĕçлесшĕн.

Конференци иртнĕ

Раççей университечĕн Шупашкарти коопераци институчĕ /филиалĕ/ Пĕтĕм тĕнчери «Хальхи ăслăлăх: маларах пăхса хуни, фактсем, аталану тенденцийĕсем» наукăпа практика конференцийĕ ирттернĕ. Мероприяти онлайн мелпе пулнă. Раççей коопераци университечĕн ректорĕ Алсу Набиева палăртнă тăрăх, паянхи ыйтусене шута илсе пĕрлехи ĕçе пурнăçласан çĕнĕ ăслăлăх шкулĕсем те тупăнмалла. Тĕп тĕллеве те палăртнă — аслă шкултан вĕренсе тухакансем хамăрăн регионтах юлччăр тесе тăрăшмалла. Чăваш Потребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов паянхи кун ялта çамрăк специалистсен пĕлтерĕшĕ пысăккине каланă. Çĕнĕ технологисемпе çыхăннă профессисенче ку уйрăмах сисĕнет.

Ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕсем паллă

Республикăра сехете Мускав вăхăтĕнчен 1 сехет куçарас ыйтупа кăсăкланса ЧР Правительстви ыйтăм ирттернĕ. Сасăлава 22 пин ытла çын хутшăннă. Вĕсенчен 45 проценчĕ вăхăта куçарнинче уссине курмаççĕ, тепĕр 37 проценчĕ сехет йĕппине куçарттарасшăн. Ыйтăма хутшăннисенчен 13 проценчĕ сезонра çеç куçарма сĕннĕ. Тепĕр 5 проценчĕшĕн пурпĕрех.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика