Ăсталăх шкулĕ - çĕнĕ çуртра

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2021 10:50 Просмотров: 567

 Кĕçнерникун пирĕн районта ачасен ăсталăх шкулĕн çĕнĕ çурчĕ уçăлчĕ.

 Çак ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятие район пуçлăхĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри Художниксен союзĕн председателĕ Владимир Нагорнов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш халăх художникĕ, тĕнчери культурăпа искусство академийĕн член-корреспонденчĕ Михаил Григорян, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕн ертỹçи Алина Антонова, "Энергострой" пĕрлешỹ ертỹçи Ирек Маков тата ытти хăнасем те хутшăнчĕç.

Кунти юсав ĕçĕсем виçĕ тапхăрпа пычĕç. Унта республика бюджетĕнчен 32 миллион тенке яхăн кайнă. Çуртăн шалти тата тулашри сăн-сăпатне палламалла мар улăштарса çĕнетнĕ. Паян çурт чăн-чăнах искусство керменне çаврăннă. Тăррине çĕнĕрен витнĕ. Чỹречисене улăштарнă. Çутă та ку чухнехи пỹлĕмсем хăтлă та илĕртỹллĕ. Ачасем чăннипех те çакăнта хăйсен ăсталăхне ỹстерсе тĕрлĕ шайри конкурса хутшăнса чыс çĕнсе илсе Пăлаçипе Юхма ен ятне çỹле çĕклессе шанаççĕ район представителĕсем. Юсав ĕçĕсем туни çĕнĕ ăста кадрсем çитĕнтерес ĕçе çеç витĕм кỹмĕ. Вĕсем нумай нациллĕ, нумай конфессиллĕ Патăрьел халăхĕн хăйне евĕрлĕ культурипе йăли-йĕр- кине упраса хăварма, малалла аталантарма пулăшĕç. Искусство шкулĕ вăл - ăсталăх центрĕ. Унта çитĕнекен ăру хăйне валли професси суйласа илес çул çине тăма пултарать,

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн вĕренỹ пỹлĕмĕсемпе, выставка ĕçĕсемпе паллашрĕç. Акт залĕнче педагогсемпе кунта ăсталăх пухакан ачасен пултарулăхне курса савăнчĕç. Искусство шкулĕн ĕçченĕсене район администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе, çавăн пекех Хусанпа Сăр хỹтĕлев чиккисене чавнă çĕрте паттăрлăх кăтартнисене халалласа йĕркеленĕ "Чăваш Енĕн пултаруллă ачисем" республика форумĕн призерĕсене те чысларĕç.

 Ачасен ăсталăх шкулĕн çурчĕ çитĕнекен ăрушăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине тепĕр хут палăртрĕç тухса калакансем. Ашшĕ-амăшĕ, педагогсем регион, район ертỹçисене юсав ĕçĕсене пурнăçлама çакнашкал майсем тупса панăшăн, вĕрентỹ процесне илсе пыма çĕнĕ оборудованисемпе тивĕçтерме пулăшнăшăн тав турĕç.

Патăрьелĕнчи ачасен музыка шкулĕ 1962 çулта йĕркеленнĕ. Унтанпа хăйĕн ятне темиçе хутчен те улăштарнă: ачасене эстетика воспитанийĕ паракан центр, Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕ. Вĕрентĕве тивĕçлипе йĕркелесе пымалли условисем çитменрен 8 хутчен пĕр вырăнтан теприне куçнă коллектив.

Паянхи кун шкулта 486 ачана 19 преподаватель вĕрентет.

 Малтанхи професси пĕлĕвне живописьпе (6 структура подразделенийĕ ĕçлет), халăх инструменчĕсемпе (баян, аккордеон, гитара, музыка фольклорĕ) параççĕ. Фортепьяно, хор тата хореографи искусстви, вокал, эстрада, халăх юрри, театр, эстетика, декораципе ĕçлев ỹнерĕ енĕпе те аталанма пулать.

Преподавательсемпе вĕренекенсем çулленех тĕнче, Раççей, республика шайĕнчи фестиваль-конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Паянхи кун шкулта "Юрату тата ыр кăмăллăх" социаллă, "Асамлă ăсталăх тĕнчипе Паттăр йĕрĕпе", "Мобильлĕ арт-студи", "Çĕр пин юрă тата эреш çĕршывĕнче" вĕрентỹпе ăсталăх проекчĕсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.

 А. АСТРАХАНЦЕВА

Газета

Архив материалов

Март 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Все новости

Яндекс.Метрика