Инкек- синкекрен асăрханни пĕлтерĕшлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2021, 10:55 Просмотров: 673

Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес енĕпе ĕçлекен районти комиссин ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне "Чăваш Республикинчи шыравпа çăлав служби" учрежденийĕн начальникĕ Николай Глухов, муниципаллă пĕрлĕхри чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тĕлĕшпе тимлекен мĕн пур служба, предприяти, организаци, учреждени, пушар надзорĕн ертỹçисем хутшăннă. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынă.

Тĕп докладпа район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Григорий Каллин тухса калаçнă, районта инкек-синкекрен асăрханас тĕллевпе иртнĕ çул пурнăçланă ĕçсемпе, районти пĕрлехи диспетчер служби (ЕДДС) мĕн пур требованисене пăхăнса хăйĕн ĕçне мĕнле йĕркелесе пынипе, 2020 çулта район територийĕнче пулнă пушарсене тишкернĕ, малашне те районта чрезвычайлă лару-тăру пирки çынсене асăрхаттарас, вĕсене пĕтерес тĕлĕшпе кирлĕ мерăсене вăхăтра йышăнмаллине çивĕчлетнĕ.

Канашлура Николай Глухов хальхи вăхăтра республикăра пушарсен шучĕпе тата шыв объекчĕсем мĕнле лару-тăру пулнипе паллаштарнă, "Хăрушлăхсăр хула", "112 система" программа пурнăçа еплерех кĕрсе пынипе паллаштарнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов районта инкек-синкекрен асăрханас, ку тĕлĕшпе халăх хушшинче профилактика ĕçĕсем ирттерес тĕлĕшпе мĕн пур служба пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлесе пынине каланă. Юлашкинчен гражданла хỹтĕлев, чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, çынсене пушарта çăлас, шыв объекчĕсенче пулăшу парас ĕçре ăнăçлă ĕçлесе пыракан Нăрваш Шăхаль тата Первомайски ял тăрăхĕсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе, Николай Глухова "Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул" юбилей медалĕпе наградăланă.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика