Техника паркĕ пуянланать

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2021 11:00 Просмотров: 577

 Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем тракторпа машина паркне пуянлатсах пыраççĕ. 2020 çулта 350 млн тенкĕлĕх 257 единица техника туяннă: 35 трактор, 10 комбайн тата кăкарса çỹремелли хатĕрсем.

 Акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешỹ те çак кунсенче 4,5 млн тенкĕлĕх МТЗ 82.1 маркăллă виçĕ "хурçă ут" илсе килнĕ.

- Хуçалăхăн тĕп тĕллевĕ - техника туянса çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртесси, унсăрăн паянхи саманапа тан утма май çук, - тенĕ пĕрлешỹ директорĕ Петр Ялуков район администрацийĕн пуçлăхне Рудольф Селиванова хуçалăхпа паллаштарнă май. Рудольф Васильевич тракторсен уççисене механизаторсене панă чухне ĕçре ăнăçлă вăй хума суннă. Сăмах май, çĕнĕ "хурçă утсем" кама тивĕçессипе чи маттур трактористсем хушшинче лотерея йĕркеленĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Газета

Архив материалов

Март 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Все новости

Яндекс.Метрика