Прокуратура тĕрĕслевĕ хыççăн тÿлевпе татăлнă

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2021 11:01 Просмотров: 565

Патăрьел районĕн прокуратури «Светлана» магазин ĕçченĕ ыйтнипе пайтаçă ĕçлев саккунне еплерех пурнăçланине пăхса тухнă.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче предприниматель 2020 çулхи сентябрь уйăхĕнче лавкка ĕçченĕпе ĕç килĕшĕвне татни паллă пулнă. Анчах та пайтаçă ăна шалăва тата отпуск кунĕсемпе усă курманшăн паракан компенсацие (15 пин тенке яхăн) парса татман иккен. Предприниматель хăйĕн тивĕçне пурнăçлама васкаман, икĕ уйăх ытла тăснă.

Прокурор тĕрĕслевĕ хыççăн уголовлă ĕç пуçарма материала Раççей Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи Следстви управленине ярса панă.

Халĕ уголовлă ĕç пуçарнă. Прокуратура çак ĕçе хутшăннă хыççăн лавкка ĕçченне шалăва тата отпуск кунĕсемпе усă курманшăн паракан компенсацие пĕтĕмпех тÿлесе татнă.

Яндекс.Метрика