"Паянхи сасран" - "Авангарда" çити

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2021, 11:06 Просмотров: 671

Паянхи сас" 1980 çул.

Эпĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче историпе филологи факультетĕнче куçăмсăр майпа вĕренетĕп. Çулла патшалăх экзаменĕсене тытса специальность илсе тухмалла. Мана, журналистикăпа специализациленнĕскере, чăваш литература кафедрин преподавателĕ, паллă поэт тата тĕпчевçĕ Виталий Станьял хаçатри публицистика аталанăвĕ пирки диплом ĕçĕ çырма сĕнчĕ. Эпĕ хамăр районти "Авангарда" суйласа илтĕм. Хальхи тапхăрне кăна мар, тухма тытăннăранпах тĕпчемелле. Эпĕ чăн малтан Шупашкарти парти архивне çул тытрăм. Унта Аслă Патăрьел райкомĕн бюровĕн 1930 çулхи решенийĕсене тимлĕн пăхса тухрăм. Совет самани вăхăтĕнче пĕтĕм пысăк ыйтăва малтан парти органĕсенче татса панă. Çав çулхине, 1930 çулхи августра, Пĕтĕм Союзри коммунистсен партийĕн Тĕп комитечĕ промышленноç вăйлă аталаннă тата паллăрах ял хуçалăхлă районсенче райхаçатсен сетьне аталантарасси тата çирĕплетесси çинчен постановлени кăларнă. Çавăн хыççăнах сентябрĕн 9-мĕшĕнче Аслă Патăрьел парти бюровĕнче районта хаçат уçас пирки ыйту пăхса тухнă, редакципе типографи валли çурт-йĕр уйăрма палăртнă тата хаçат ятне мĕнле парас пирки анлăн сỹтсе явма сĕннĕ. Сентябрĕн 28-мĕшĕнче вара пилĕк çынтан редколлеги те çирĕплетнĕ. Ку вăхăта республикăра тăватă районта (Çĕрпỹре, Вăрнарта...) райхаçатсем тухма тытăннă та ĕнтĕ.

Парти обкомĕ те хаçатсем кăларассине тимлĕн сăнаса тăнă. Вăл хăй енчен Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан сумлă литература çыннисене районсене яма хушусем кăларнă. Хаçат вăл чăн малтанах, чĕлхе, хăватлă сăмах... Пирĕн тăрăх валли чăвашсен паллă поэтне, республикăри "Канаш" (халĕ - "Хыпар") ĕçченне, хамăр ентеше, Аслă Арапуç ялĕнче çуралса ỹснĕ Василий Егорович Миттана (Митта Ваçлейне) суйласа илнĕ. Кĕçех ăна Патăрьелĕнче, бюро ларăвĕнче, редакци коллегийĕн йышне кĕртнĕ. Хаçата вара Митта сĕнĕвне шута илсе "Паянхи сас" ят панă. Вăйлă ят! Ăна поэт кăна шухăшласа тупма пултарнă.

Шел те, парти райкомĕн хучĕсем çинче хаçат хăçан тухма тытăнни пирки çырнине тупаймарăм.

Парти архивĕ хыççăн эрне ытла Кĕнеке палатинче лартăм. Кунта республикăра пичетлесе (революци хыççăн) кăларнă мĕн пур кĕнекесем, журналсем, хаçатсем,темле-темле кăларăмсем упранаççĕ. Кунта ман сĕтел çине Патăрьел районĕнче кăларнă мĕн пур хаçат тĕркемĕсене килсе хучĕç: хайхи "Паянхи сас", "Октябрь ялавĕ", тутарла "Колхоз байрагы", "Коммунизм байрагы", татах чăвашла - "Коммунар", "Коммунизм ялавĕ", "Авангард".

Чăн малтанах алла "Паянхи сас" тытатăп. Мана пĕрремĕш номер интереслентерет. Шел те, тĕркем 28-мĕш номертен (1931 çулхи августăн 31-мĕшĕнчен) кăна пуçланать. Маларахри номерсем çук. Палата хĕрĕсем те нимпе те пулăшма пултараймаççĕ - сыхланса юлман. Ăнланса илтĕм, вунă çул каялла та пирĕн ятарласа кайнă А.Плешков та кунта çак тĕлте чарăннă... Манăн вара вăхăт нумайрах - архивистсем патне пĕр пỹлĕмрен теприне кĕре-кĕре тухатăп. Ахаль пулмарĕ çакă. Таçта вĕтĕ саспаллисемпе "Паянхи сас" 1931 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче тухма тытăннă" тени паллă пулчĕ. Тĕркем çинчи номерсене пăхса каялла чакарса (хаçат эрнере пĕрре тухнă) пырсан та çак кун - тĕрĕсси. Çапла вара "1930 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕ" суя пулса тухать.

 Çакăнтах тепĕр кăсăклă хыпар та пĕлтĕм: "Паянхи сасăн" тулли тĕркемĕ (пуçламăш номертен тытăнсах) Ленинградри Салтыков-Щедрин ячĕллĕ публичнăй библиотекăра пур иккен. Тĕлĕнмелле! Шупашкарта сыхлайман хаçат Питĕрте пур. Çакă питĕ кирлĕ пулса тухрĕ. Анчах ун патне кăштахран каялла таврăнăпăр.

Кỹршĕллĕ шăмăршăсемпе елчĕксем хăйсен пĕртен-пĕр хаçатне кăна пĕлеççĕ. Пирĕн Патăрьеле илес пулсан, "Авангард" кун-çулĕ чылай кăсăклă, нумай енлĕ. Кунта район историне аса илни вырăнлă.

1927 çулта вулăссемпе уессене пĕтерсе çĕнĕ административлă реформа тунă хыççăн икĕ çул иртсен, 1929 çулхи августăн 26-мĕшĕнче Чăваш АССР ЦИКĕ пирĕн район территорийĕнче тата унăн таврашĕнче наци сĕмĕпе Шăнкăртам районĕ (центрĕ - Патăрьел çумĕнчи Шăнкăртам ялĕ) туса хума йышăннă. Октябрĕн 1-мĕшĕнче вара постановление ĕçе те кĕртнĕ. Мускавра ку йышăну пирки самаях иккĕленнĕ - Раççейре наци районĕ ниçта та йĕркелемен. Çавăнпа пĕр вĕçĕм чикĕрен тăман район пирки кăларнă решенине декабрĕн 13-мĕшĕнче пăрахăçлама та пăхнă. Çĕнĕ район ĕçлемех пикеннине шута илсе 1930 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче кăна ВЦИК çак решение çирĕп- летнĕ.

 Шăнкăртам районĕнче 3726 кил хуçалăхĕ, 18679 çын (тутарсем 98 процент) шутланнă. Вăл пĕр-пĕринпе чикĕпе çыхăнман 11 лаптăкран, 22 ялтан тăнă. Унта Аслă Патăрьел районĕнчи мĕн пур тутар ялĕсем (Урмаелпе Кайăнлăк таранах), çавăн пекех Йĕпреç районĕнчи Эльпуç, Чĕчкен, Елчĕк районĕнчи Сăрьел тата Çĕнĕ Пикшик, Шăмăршă районĕнчи Палтиелпе Патирек ялĕсене (чăвашĕсене уйăрса) кĕртнĕ.

Паллă ĕнтĕ, çĕнĕ районăн - хăйĕн райкомĕ, райĕçтăвкомĕ, милицийĕ, пульници тата ытти те. Хаçачĕ те пулмалла! Çапла 1932 çулхи январĕн 9-мĕшĕнче Шăнкăртам тутар районĕ хăйĕн халăхĕ валли "Колхоз байрагы" ("Колхоз ялавĕ") кăларма тытăнать. Тиражĕ малтанласа 1500 экземпляр, кайран ỹсе-ỹсе 2500е çитет. Эрнере тăватă страницăпа виçĕ хут тухнă.

 1935 çулхи январĕн 9-мĕшĕнче Чăваш АССР ЦИКĕн решенийĕпе килĕшỹллĕн, Аслă Патăрьел районĕн хĕвел анăç пайĕнче Турхан районĕ (центрĕ - Турхан ялĕ, ĕлĕк вулăс центрĕ пулнăскер) туса хунă. Унта Улатăр тата Йĕпреç районĕсен хăш-пĕр ялĕсене те кĕртнĕ. ...

Материалсем нумайланса кайнăран диплом ĕçĕн ертỹçипе райхаçатăн 1931 çултан пуçласа 1953 çулчченхи, урăхла каласан, паянччен тухакан "Авангард" ята иличченхи, публицистика аталанăвне кăна тишкерме шутларăмăр. Хаçатăн 50 çулхи юбилейне хатĕрленнĕ тапхăрта çакă питĕ меллĕ те пулчĕ.

Ĕнтĕ паллă кун та инçе мар. 1930 çулта тухма тытăннă райхаçатсене 50 çулхи юбилей ячĕпе республикăн чи пысăк наградине, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕç. Пире те чыс лекессе кĕтетпĕр. Анчах çакă хăй тĕллĕн пулакан япала мар: Президиума малтан парти райкомĕн хаçат тухнине çирĕплетекен документпа çыру (ходотайство) çырса тухмалла. Çак хута республикăри Кĕнеке палатинчен илмелле. Эпĕ унта кайкаласа çỹренине пĕлнĕрен, редактор манах кайма сĕнет. Çитетĕп, "Паянхи сас" хаçат пирки каласа кăтартатăп. Кунтисем хăйсен кĕнекисене уçаççĕ те, "Авангард" 1932 çулхи январĕн 9-мĕшĕнче кăна тухма пуçлани çинчен çирĕплетеççĕ. Ку ĕнтĕ маларах асăннă тутар Шăнкăртам районĕн "Колхоз байрагы" тутарла хаçатăн "çуралнă" кунĕ. Пирĕн Патăрьелĕн тата та маларах вĕт-ха! Тарăхса директорĕ патне те кĕрсе тухрăм. Ним усси те çук. "Паянхи сас" вăл Патăрьелĕн мар, Комсомольски районĕнчи "Октябрь ялавĕ" хаçатăн никĕсĕ пулса тăрать иккен. Эпĕ çак района 1939 çулта кăна йĕркелесе яни çинчен хĕрсе ăнлантаратăп. Çук. Хуравĕ пĕрре: "Кĕнеке палатин классификацийĕнче çапла çырнă!" Редакцие пушăллах таврăнтăм. Мĕн тумалла? Хайхи Ленинградри Салтыков-Щедрин ячĕллĕ библиотека аса килчĕ. Унта "Паянхи сасăн" тулли подшивки те пур вĕт-ха. А.Салмин редакторпа калаçса Питĕр хулине малтанхи вунă номерĕн фотокопийĕсене (хаçат формачĕпех) ярса пама ыйтса çыру вĕçтертĕмĕр. Тем вăхăтран редакцине виçĕ пỹрне хулăнăш, райхаçат пысăккăш посылка çитрĕ те. Уçса пăхатпăр. Акă "Паянхи сас", пĕрремĕш номер! "ПСК(б) Аслă Патăрьел райкомĕпе райĕçтăвкомăн пилĕк кунра пĕрре тухакан хаçачĕ, 1931 çулхи февралĕн 8-мĕшĕ, вырсарникун". Тиражĕ, хакĕ паллă.

Хавасланса кайнипе редактор тỹрех парти райкомне пĕрремĕш секретарь патне кайса кăтартма хушрĕ. Василий Антонович Никитин фотокопине урлă пирлĕ вуласа илчĕ те, пирĕн пăшăрханусене лайăх пĕлсе тăнăран: "Пулчĕ! Ыранах Ислюков (ЧАССР Верховнăй Совет Президиумĕн Председателĕ) патне каятăп" тесе ура çине сиксе тăчĕ.

 1981 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнче "Коммунизм ялавĕ (халĕ - "Хыпар") хаçатра ЧАССР аслă органĕн Указне хавасланса вулатпăр: "Патăрьел районĕнчи "Авангард" хаçата ĕççыннисене коммунизмла воспитани парас, вĕсене хуçалăхпа культура строительствин задачисене пурнăçлама мобилизацилес тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленĕшĕн тата хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 50 çул çитнĕ май Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăлас".

Аяларах тепĕр Указ та пур. Çакăн пек сăмахсемпех çав кунах Комсомольски районĕнчи "Окябрь ялавĕ" хаçата та Хисеп грамотипе наградăланă иккен. Н. ЛАРИОНОВ, Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ, 1996-2005 çулсенче тĕп редактор пулнăскер. Малалли пулать

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика