Асаннеçĕм, ĕмĕр пурăн, эс пире савăнтарса

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2021 11:11 Просмотров: 563

Анат Туçара пурăнакан Елизавета Георгиевна Суркова ĕнер 90 çул тултарчĕ. Вăл пирĕнпе юнашар пулнишĕн, çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерме пулăшнишĕн чунтанах хĕпĕртетпĕр.

 Кун-çулĕ тикĕс пулман унăн. Пурĕ 4 класс çеç вĕренейнĕ. Çамрăклах пилĕкне ĕçпе авма тивнĕ. Ашшĕне "кулак" тесе айăпланăран çурма тăлăх ỹснĕ. 4 пĕртăвана амăшĕ çитĕнтернĕ. Самани сарлака сак çинче саркаланса ларма май паман. Асанне Мускава торф кăларма та кайнă.

Анат Туçана вăл Елчĕк районĕнчи Исампел ялĕнчен качча килнĕ. Алексей Анисимовичпа 4 ача çуратнă. Анчах каллех нуши малта пынă пулас çав. Мăшăрĕ 12 çултан вилнĕ.

 Унтанпа хура-шур нумай иртрĕ. Çурт та çĕкленĕ асанне. Ачисене те тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтернĕ. Шел, иккĕшĕ каллех пурнăçран уйрăлнă. Паянхи кун Елизавета Георгиевна Юрий Алексеевич ывăлĕпе Татьяна Алексеевна хĕрĕн хỹттинче пурăнать. Пурнăç савăк пулнишĕн савăнать. Ачисене терт-нуша кăтартман вăл. Колхозра, фермăра ĕçленĕ. Пайсем илнĕ. Каçхи хурала та кайнă. Çакăншăн чылай çул колхозра сысна фермин заведующийĕнче ĕçленĕ Юрий ывăлĕ пуç тайсах тав тăвать.

Амăшĕ ачисене ашшĕне те улăштарнă. Çавăнпа хĕрĕпе ывăлĕ кашни уяврах куççуль витĕр саламлаççĕ ăна. Çуммăн ларса калаçаççĕ. Пĕрле пурăнакан кинĕ те хисепре. Елена Анатольевнăпа çур сăмах та сиввĕн калаçман ватă.

 Мăнукĕсем вара асламăш çумĕнчен хăпасшăн та мар. Ашшĕпе амăшĕ ĕçре чухне унăн хỹттинче пулнă вĕсем.

Ултă енчен ултă мăнукĕ мăшăрĕсемпе килсен пỹрт-çурт тулатех. 4 кĕçĕн мăнукĕ юлмасть вĕсенчен. Алешăн ăрăва тăсакан хĕрĕсене те пĕчĕкренех асламăшĕ сăпка юрри юрласа ỹстерме пулăшрĕ.

Паян Елизавета Георгиевна кăкăрне тĕрлĕ медаль илем кỹ-рет. Коммунизмла ĕç ударникĕ, тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ пулнине çирĕплетекенни те пур вĕсен шутĕнче. Юбилей медалĕсене те çакать уявсенче Е. Суркова. Вуннăмĕш теçеткене ваклать пулин те юрлама та пултарать. Ташша та ăста. Кашни ăшă сăмахпа чуна ăшăтать. Сывлăхĕ çирĕп. Ăс-тăнпа çỹрет. 9 теçетке çулĕ иртрĕ пулин те ял çинчи ят-сумĕ чакмарĕ, хисепĕ хушăнсах пычĕ. Малашне те телейлĕ пул. Турă патăрах сывлăхне. Ырă, ăшă, тараватлă кăмăлупа савсам пире.

Юратнă аннеçĕм, асаннеçĕм, кукамайăм! Нумай-нумай татах пурăн эс пире савăнтарса. Эс ỹстернĕ ывăл-хĕрỹ тăрайтăр хавхаланса. Сан тавра халь явăнатпăр пỹрт тулли мăнукусем. Çупăрласа саламлатпăр 90 çулупа, ырлăх-сывлăх çеç сунатпăр.(319).

Ывăлĕ, кинĕ, хĕрĕ, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем.

Газета

Архив материалов

Март 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Все новости

Яндекс.Метрика