"Ахрăма" - чĕрĕк ĕмĕр!

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2021, 11:28 Просмотров: 599

Тăхăр теçеткене хыçа хăварнă тăван хаçатăмăр саманан тĕрлĕ тапхăрĕнчи йывăрлăха парăнтарса вулаканăмăршăн паянхи кунчченех "чун апачĕ" шутланать. Этем ĕмĕрĕшĕн 90 çул сумлă та хисеплĕ паллă. Çакна истори тапхăрĕпе хакласан "Авангард" хаçатăмăр шурсухалсен йышĕнче пек те туйăнмасть. Чун ялан вун çиччĕре теççĕ-и-ха ваттисем? Апла пулин те, çул хыççăн çул хыçа юлни хаçат редакцийĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ĕç ветеранĕсене (вăл шутра мана та) ирĕксĕрех шуралнă тăнлава алăпа хыпашлаттарать...

1931 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче "Паянхи сас" ятпа пуçласа кун çути курнă информаци хатĕрĕ тăххăрмĕш теçетке тултарнă çулталăк манăн ĕç биографийĕнче те паллă пулăмсемпе çырăнса юлĕ. Чăн малтанах 35 çул каялла пуçласа редакцие ĕçлеме вырнаçнă. Хаçат ĕçĕнчи творчество вăрттăнлăхне корректортан хăнăхрăм. Ун чухне А. Салмин тĕп редактор каланă сăмахсем халĕ те асрах: "Чăн-чăн журналист пулас тесен çынсен йăнăшне, статьясенчи çитменлĕхе курма, вĕсене хак пама хăнăхмалла. Ытти вара хăвăнтан килет..

." Паян хамăрăн çăмăл мар ĕçе хакласа журналистика пысăк ăсталăх, сăмах ытарлăхĕ, информаци искусстви тесе калас килет. Çаксене пурне те пĕр чăмăрта тытса тăма кăмăл çеç пулни çителĕксĕр. Турă пиллĕхĕ, сăмах пуянлăхĕ те кирлĕ. Авалхи профессисенчен пĕри шутланакан журналистсем влаçпа халăх хушшинчи çыхăнăва, пурнăçри ырă пулăмсемпе шăйрăксене тата ыттине те тĕрĕс, вăхăтра тата ытарлă чĕлхепе вулакан (куракан-итлекен) патне çитереççĕ. Эпир те çак тивĕçех пурнăçлатпăр темелле, районта тухса тăракан пĕртен-пĕр хаçатăмăра кашни çемье чăтăмсăррăн кĕттĕр тесе тăрăшатпăр.

Пурнăçăм шăпине хаçат ĕçĕпе çыхăнтарнă хыççăн ултă редакторпа тăрăшма тиврĕ. Кашниех хăйсен вырăнĕнче тивĕçлĕ, пултаруллă, тăрăшуллă ĕçченсем. Мана уйрăмах Н. Ларионов тĕп редактор пулса ĕçленĕ вăхăтри "экспериментсем" (ыттисене кỹ рентерес тĕллевпе мар) уйрăмах асра юлнă. Хăй те журналист пулнă май вăл тỹрех ертỹçĕ тивĕçне çыракансен калемне çивĕчлетнинчен, чĕлхене якатнинчен пикенчĕ. Кашни эрнерех планеркăра "Чи лайăх материала" палăртассине те йăлана кĕртрĕ. Чи пĕлтерĕшли - çĕнĕ рубрика - "Ахрăм" ("Эхо")- кун çути курчĕ! 1997 çулхи августăн 20-мĕшĕнче хаçатăн 1-мĕш страницинче пуçласа çак ярăм, район хаçачĕн паянхи кунчченех упранса пурăнакан аслă ачи (çаплах калас килет) çуралчĕ. Малтанхи номерсенче ăна тĕрлĕрен авторăн çивĕчрех хыпарĕсемпе тултарса пычĕç. Тепĕр уйăхран вара мана тĕп редактор "кавир" çине чĕнчĕ те:"Малашне эсир çак ярăма тытса пыратăр. Аталанмалла, чĕлхене пуянлатмалла. Санран ку пулать..."- терĕ. Вăхăт çиçĕмле хăвăрт иртсе кайрĕ. Унтанпа кĕçех 25 çул та çитет. Вулакан çак ярăма кăмăлтан кĕтнĕшĕн, мана кăсăклă хыпарсем тупма пулăшса пынăшăн чун-чĕререн тав тăватăп.

А. Егорова

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика