Çиччĕ виçсе пĕрре касни вырăнлă

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2021, 11:34 Просмотров: 577

Районта тухса тăракан "Авангард" хаçат редакцийĕнче чылайранпа ĕçлетĕп. Тĕрлĕ пайра вăй хума тиврĕ. Паянхи кун - социаллă пурнăç пайĕнче. Вĕрентỹ, культура, сывлăх сыхлавĕн отраслĕсем ман çинче. Социаллă хỹтлĕх, пенси ыйтăвĕсене те хускатма тивет. Спорт темипе те çыратăп. Урăхла каласан, çыннăн кулленхи пурнăçне - ачаран пуçласа ватăлса çитиччен - çутатма тăрăшмалла. Пулсах пĕтет е çук, ăна вара вулакансем хаклĕç.

Хаçат редакцине ĕçе вырнаçма ура ярса пуснă çын урăх çĕре куçни сайра пулать. Маларах кунта вăй хунисем пирки те çакнах каламалла. Эпĕ астăвасса Валентина Алексеевна Мальцева, Елена Ивановна Крылова (радиорганизатор пулсан та кунтах ĕçленĕ), Алексей Алексеевич Салмин, Гелине Хасяновна Шайхуллова, Мусире Ахметовна Мулюкова тата ыттисем пирки те çаплах çирĕплететĕп.

Ĕç интереслĕ. Иртни те ырăпа асра юлать. Маларахри çулсенче (ял хуçалăх пайĕнче ĕçленĕ чухне) колхозсенче отчетпа суйлав пухăвĕсем çур çĕр иртиччен тăсăлатчĕç. Тепĕр кунне пурпĕрех 8 сехете ĕçе çитмеллеччĕ.

 Кадрсен ылмашăнăвĕ çукрах пирĕн. Пуç тавра çиччĕ шутламасăр касакан çук. Манран каярах ĕçе пикеннĕ Альбина Николаевна Егорова (30 çул ытла), Ольга Петровна Павлова та (20 çул ытла) çыраканра ĕçлеççĕ.

Коллектив туслăхĕ çирĕп. Çĕнĕ çынна ĕçе иличчен малтанах "тĕне" кĕртетпĕр. Çакна И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен çамрăксене пирĕн пата практикăна янă кунранах пуçăнатпăр. Çамрăка суя информаци паратпăр. Ăна çывăхри номере кĕртсе яма ыйтатпăр. Информацири ĕçе пурнăçлакансем вара редакци коллективĕнче ĕçлекенсен хушамачĕсемех. Пĕринче Таня практиканткăна (хушамачĕсене палăртмастăп) Шупашкартан Анат Туçана вертолет вĕçме пикенни çинчен пĕлтернĕччĕ. Савăнсах кайрĕ хĕр. Ун чухне çула тухма питĕ кансĕрччĕ. Шупашкар автобусĕ çине билет иличчен чăм тара ỹкмеллеччĕ. Вĕçеври тỹлев хакĕ пĕчĕк пулни те хавхалантарчĕ ăна. Ури тупанне çĕре тивертмесĕр информацие редактор пỹлĕмне çитерчĕ. Ертỹçĕ (ун чухне А. Салминччĕ) хăй вертолета вĕçтерекенни, унăн çумĕ билетпа тивĕçтерекенни, тепĕр ĕçчен салона лартаканни, виççĕмĕшĕ - заправка тăваканни пулнине чухлаймарĕ те. Пĕрремĕш рейспа вара редакцин ытти ĕçченĕсем çула тухма шут тытнине вырăна та хумарĕ.

Оксанăна пĕр хуçалăхра гектартан 70 центнер рис çапса кĕртни пирки хыпарланăччĕ. Çамрăк пирĕн тăрăхра çакнашкал культура çитĕнменнине шутласа та илеймерĕ. Комбайнерĕ, хуçалăх ертỹçи, водителĕ, йĕтем заведующийĕ, поварĕ таранчченех редакци ĕçченĕсен хушамачĕсемччĕ. Эпĕ хам та ун чухне çамрăкчĕ. Качча та тухманччĕ. Мана вара 10 ача амăшĕ тунăччĕ. Каярахпа хăйсемпе çакнашкал шỹтленине студентка "Хыпар" хаçатра та çырса кăларнăччĕ.

Иринăн амăшĕ профессипе техника училищинче аслă поварта ĕçлетчĕ. Хĕрне вара вĕренỹ заведенийĕ çумне цыгансен тапăрĕ вырнаçнине пĕлтернĕччĕ. Апатланма училищĕне çỹренине каланăччĕ. Ĕненчĕ. Аленăна пирĕн районта çунатлă велосипед шутласа тупнине хыпарланăччĕ. Унпа вара Мускава çитиех вĕçме пултарнине шантарнăччĕ. Савăнсах кайрĕ виççĕмĕш курс студентки. Çĕршывăн тĕп хулинче пурăнакан аппăшĕ патне Патăрьелĕнченех вĕçме ĕмĕтленчĕ. Суя çиеле тухсан питĕ пăшăрханчĕ. Çавăншăн хамăр та паянхи кун та аванмарланатпăр.

 Практикăна килекен студентсене А. Абрамов преподаватель çулленех "Патăрьелсем тĕне кĕртме юратаççĕ. Айван ан пулăрах" тесе асăрхаттарса янине университет картлашки çинчен ансанах манатчĕç пулас. Мĕнех. Çакă çитĕнекен ăрăва шанма, анчах иккĕленчĕкне тĕрĕслеме те хăнăхтарчĕ. Çакăншăн пĕрре те ỹкĕнместпĕр. "Суя хреснанне" пулни те йĕрсĕр юлмарĕ. Пĕр хĕрĕме кĕпе тăхăнтартма та тиврĕ.

 Паянхи кун та çывăх çыхăну тытакан пур вĕсенчен хăшĕ-пĕри. Интересленеççĕ, ăнăçу-сывлăх сунаççĕ.

 Хаçат пуян содержаниллĕ пултăр тесе обществăлла корреспондентсем те сахал мар тăрăшаççĕ. Вĕсен хыпарĕсем географие анлăлатма пулăшаççĕ. Ишлĕрен В. Тихонов, Сăкăтран Н. Тинюкова (Акчурина), Чăваш Ишекĕнчен С. Кулакова, Аслă Чементен С. Кошелева, Патăрьелĕнчен Г. Хлебникова, Пăлапуç Пашьелĕнчен С. Никитина, Çĕньялтан М. Мадюкова тата ыттисем те çырма та, кĕрсе тухма та, шăнкăравлама та ỹркенмеççĕ. Малашне те çыхăну ан татăлтăр. Юбилей ячĕпе.

А. Астраханцева.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика