Татах та нумай çул пурăнсамччĕ, хаçатăм!

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2021, 11:36 Просмотров: 596

Тури Туçари вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра пĕр-пĕр мероприяти иртсен чăваш чĕлхипе тата литературипе вĕрентекенсем - Валентина Яковлева, Мария Табакова - хаçата çырса яма сĕнетчĕç. Çапла районта тухса тăракан "Авангард" хаçата пĕрре, иккĕ çыртăм, заметкăсем пичетленчĕç. Çакă тата малалла çыхăну тытма хавхалантарчĕ. Савăнăçăм иксĕлмиччĕ! Кайран тата обществăлла корреспондентсемпе йĕркелекен канашлусене хутшăнма чĕнсе янăччĕ. Маншăн çакă тем пысăкăш чысчĕ. Журналистсем ыттисемпе танлаштарсан уйрăмрах çынсем пек туйăнатчĕç. Вĕсем çине пĕрре мар ăмсанса пăхнă. Хăçан та пулсан шăпа хама та редакцинех илсе çитересси, пичет ĕçĕнче вăй хуракансемпе хам та юнашар ĕçлесси пирки ун чухне ĕмĕтленме те пултарайман.

1998 çул, çулла. И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче патшалăх экзаменĕсене тытнă вăхăт. Шăп çав вăхăтра "Авангард" хаçат редакторĕнче вăй хуракан Н. Ларионовпа ăнсăртран тĕл пултăмăр. Николай Дмитриевич ĕç вырăнĕ пуррине пĕлтерчĕ. Редакцинче темиçе хутчен те практикăра пулнă май коллектива пĕлеттĕм, çавăнпа та пĕр шухăшламасăрах килĕшрĕм. Унтанпа 22 çул та иртсе кайрĕ. Тĕрĕссипе, паянхи манăн ĕмĕрĕн çуррине хаçатра ĕçлетĕп. Ял хуçалăх, экономика, строительство, çут çанталăк ыйтăвĕсене çутататăп. Агроном та, инженер та, строитель те пулма тивет хушăран. Хĕлле çуркунне çитессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп: хирте ĕç шавĕ пуçлансан чунра хăйне майлă савăнăç çуралать. Тыр-пул пиçсе çитнĕ вăхăтра пучахсем çил вĕрнĕ майăн хумханнине курсан тата епле хĕпĕртемĕн!

Пурнăç шав малалла шăвать, çĕнĕлĕхсем кĕртме ыйтать. Унччен хаçатра ятарлă фотограф пулнă пулсан паян журналистсем хăйсем цифрăллă фотоаппаратпа ỹкереççĕ, çав вăхăтрах çыраççĕ те. Фотоаппарат тенĕрен унпа çыхăннă аса илỹсем нумай.

Редакцинче сăн ỹкерттемелли хатĕр яланах пулнă. Николай Волков ĕçлетчĕ унпа. Йывăр тăпри çăмăл пултăр ĕнтĕ ĕçтешĕмĕрĕн. Малтан ỹкерттеретчĕ, кайран тĕттĕм çĕрте хут çине кăларатчĕ. Ĕçĕ нумайччĕ. 2001 çулта коллективпах Тутарстанри Пăва районне кайнăччĕ, унти хаçат редакцине паллашма кĕнĕччĕ. Шăпах çавăнта пĕрремĕш хут цифрăллă фотоаппарат куртăмăр. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕччĕ. Кăшт вăхăт иртсен эпир те туянтăмăр. Шупашкара та хамах кайса илме шанчĕç. Паян редакцинче кашни журналист аллинчех фотоаппарат пур. Çула тухнă чухне ятарлă карттине чикме çеç манмалла мар, анчах ун пекки те пулкалать. Пĕринче çапла Сăкăтри "Красное Знамя" кооператива командировкăна кайсан куккурус хирне çитмелле пулчĕ. Ỹкерме пуçларăм та, фотоаппарат ĕçлемест. Сăн ỹкерчĕксене компьютера куçарнă хыççăн карттăна вырăнне чикме манса кайнă иккен. Аван мар пулчĕ, паллах, анчах ним тума та çук. Малалла тимлĕхе ỹстерме тиврĕ.

 Çанталăк сивĕ чухне сăн ỹкерекен аппарата хĕве чиксе тăнисем те, объектив ăшă çĕре кĕнипе тарласа кайса йĕркеллĕ сăн ỹкерчĕксем пулман тĕслĕх те пĕрре мар пулнă... Журналист профессийĕ чăннипех те кăсăклă. Кашни ялта тенĕ пекех халь кам та пулсан паллаканни пур. Чылайăшĕнпе юлташланнă та. Йывăрлăхĕсем те çителĕклех, анчах юратнă ĕçре вĕсене хăвăртах парăнтаратăн. Коллектив лайăххи те хавхалантарать. Пĕчĕк йышра савăнăçне те, хуйхине те пĕрле пайлатпăр. Килекен çынсене те кăмăлтан йышăнатпăр. Юратнă хаçатăмăр çеç тата нумай-нумай юбилейне паллă тутăрччĕ.

О. ПАВЛОВА.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика