Ĕç - маншăн телей, коллектив - туслă çемье

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2021, 11:37 Просмотров: 609

Шăпа мана "Авангард" хаçат редакцине ĕçлеме илсе çитернĕшĕн паянхи кун та Турра тав тăватăп. Унтанпа та сахал мар вăхăт иртрĕ. 22 çул каялла хаçатăн дубляж пайне корректора вырнаçрăм.

Маларах тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă хыççăн творчество коллективĕнче хамăн вырăна тупма çăмăлах пулмарĕ. Тăван чĕлхене, хамăн ĕçе юратни, çынсемпе хутшăнса калаçма кăмăллани пичет ĕçĕнче малтанхи утăмсене тума çеç мар, "картлашкапа" çỹлелле хăпарса пыма май пачĕ, "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята илме те пулăшрĕ.

Район хаçачĕн сотрудникĕсен йышне кĕриччен икĕ çул республикăра тухса тăракан "Вакытра" хамăн пултарулăха тĕрĕслесе пăхрăм. Çакă та мана журналистсен коллективне хăрамасăр, шиксĕр кĕме, вĕсемпе килĕштерсе ĕçлеме май пачĕ. Материалсене чăвашларан тутарла куçарас ăсталăхăм ỹссе пынине кура дубляж пайĕн (ун чухне çапла калатчĕç) редакторĕ пулма шанчĕç. Çавăнтанпах çак ĕçре тăрăшатăп. Ĕç - маншăн телей, коллектив - туслă çемье. Çакна эпĕ мĕн пур таса кăмăлтан калатăп. Хаçат вулакан патне вăхăтра çиттĕр, пахалăхлă тухтăр тесе пурте пĕр çын пек пулса тăрăшни коллективра кулленхи йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшать.

Маларахри çулсенче тутарла хаçата куçарса калăплас ĕçре вуншар çын та тăрăшнă. Пирĕн пайра та 5-6 сотрудник ĕçленĕ: машинистка, икĕ куçаруçă, корректор, пай пуçлăхĕ (вăлах редакторăн çумĕ) пулнă. Ку чухне компьютер мелĕ хаçат кăларас ĕçе те ансатлатрĕ. Тепĕр чухне çăмăлах мар пулин те паян мĕн пур ĕçе А. Купкенова дизайнерпа пурнăçласа пыратпăр.

Вулакансем эпир хатĕрлекен "чун апатне" кăмăлтан йышăнни, пирĕнпе çыхăну тытни хавхалантарса пырать. Хаçат тусĕсенчен Ыхра Çырминчи Р. Гайфин (хăй те редакцинче ĕçленĕ), Шăнкăртамри Р. Мифтахутдинов, И. Пазюкова,Р. Пкач, Хирти Пикшикри З. Вахитова, З. Махмутова, Г. Алимова тата ыттисем те хаçата тĕрлĕрен материалпа пуянлатма пулăшаççĕ. Хаçат юбилейĕ умĕн паян мĕн пур вулаканăмăр умĕнче пуçăма таясшăн, вĕсене пирĕнпе çыхăну тытнăшăн чун-чĕререн тав тăвасшăн.

 Г. ЧИНКИНА.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика