Вулакан кĕтет сана

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2021, 11:38 Просмотров: 602

 "Авангард" хаçатăн кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтни, алла тытсан вара пĕрремĕш страницăран пуçласа юлашкичченех вулани, тăван чĕлхепе тухакан çак кăларăма чăннипех юратни çинчен каласа панине вулакансенчен пĕрре мар илтнĕ. Эпĕ хам та хаçатăн кашни номерне кĕтекенсен шутĕнче, ĕнер-паян кăна çуралнă вăхăтлăх юрату мар çакă. Пĕрре те çухатас килмест кунран-кун, çулран-çул çирĕпленсе пынă çак туслăха.

"Шур сухалсен" шутĕнче пирĕн хаçат. 9 теçетке вăл пĕр тикĕссĕн кăларăм çине кăларăм калăплать.

Кашни çулах пирĕн юратнă хаçатăмăр ĕçченĕсем сумлă премисене, Хисеп хучĕсене тивĕçни пирки паллашсах тăратпăр. Вуламалли вара кашни номертех пулнă та, пур та. Район çыннисен пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне, канăвне, вĕренĕвне, тăван халăхăмăрăн йăли-йĕркине мĕнлерех тытса пынипе паллаштарать. Çав вăхăтрах çỹлти влаçсен йышăнăвĕсем, саккунĕсем çинчен те ăнлантарсах, аса илтерсех тăрать. Хаçатăмăр хăйĕн сăн-питне, пурнăçри çул-йĕрне, чăн-чăн тусĕсене тупма пултарчĕ.

 Районти чылай çын "Авангардпа" туслă çыхăну тытать, юратса вуланипе пĕрлех çырса та тăрать, ăна тата интереслĕрех тума пулăшать. Сăвă-калав çырма кăмăллакансене те кỹрентермест хаçат. Тăтăшах Юхма ен кĕввипе паллашма пулать. Хаçат авторĕсенчен çивĕч ыйтусем хускатакансем те çук мар. Материалсенче вуламалли, пĕлмелли, ăша илмелли сахал мар. Кỹршĕ ялсем мĕнле пурăннине пĕлес, хыпар-хăнарпа, пĕлтерỹсемпе паллашас тĕллевпе пушшех те "Авангарда" тытма тивет.

Çапла куратпăр хаçатăн паянхи сăн-питне. Эпир, вулакансем, хаçат тусĕсем пулăшсан, ăна тата та пуянрах, илемлĕрех тума пултаратпăр. Вулакан мĕнле пулăшма пултарать-ха хаçата? Паллах, чи малтан ăна хăй çырăнса илнипе. Кун пирки тус-юлташне, кỹрши-аршине те аса илтернипе. Хаçата çырăнма укçа-тенкĕпе пулăшакансем те çук мар. Çакăн пек ыр кăмăллăх кăтартни пĕрре те ытлашши пулас çук. "Авангард" малашне те пуриншĕн те тăван хаçат пуласса шанас килет.

С. КУЛАКОВА.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика