Алла тытсан, пăрахаймастăп

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2021, 11:42 Просмотров: 579

Юратнă хаçатпа туслашни виçĕ теçетке çултан та иртрĕ. Унăн юбилейĕ çитнĕ май, ача чухне пичетленсе тухнă заметкăсене алла илтĕм. Альбомсем çине типтерлĕ çыпăçтарса хунăскерсенче мĕн çинчен кăна çырман-ши? 1981 çулта пĕрремĕш хут "Пухăва - концертпа" заметка пичетленнĕччĕ. Унта пионерсем ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ хыççăн лартнă концерт пирки çырса кăтартнăччĕ. Мĕн тери савăннăччĕ эпĕ уншăн! Ята курсан татах та хавхалвну çуралчĕ. Тĕрлĕ конкурс, концерт, ăмăрту, тĕлпулу, туслăх каçĕсем, агитбригада ĕçĕ-хĕлĕ.... Çавăн пекех маттур та пултаруллă ачасем, юратнă вĕрентекенсем çинчен çырса вĕсене савăнтарас килетчĕ. Анне (Лидия Филипповна Капитонова), хастар обществăлла корреспондент пулнă май, мана вĕрентсе пычĕ. Тус-юлташпа ăмăртса çыраттăмăр. Редакци çулсерен активлă корреспондентсене Хисеп хăми çине кĕртетчĕ, почта урлă открыткăсемпе саламлатчĕ. Мĕн тери савăнаттăмăр уншăн! Çапла майпа хавхалантарни тата та çырма хистетчĕ. Çырусене почта урлă яраттăмăр. Кунта ĕçлекен В. Мальцева, А. Егорова, А. Астраханцева, каярах О. Павлова хавхалантарса пыратчĕç. "Авангардпа" туслă пулни Пĕтĕм Союзри Хура тинĕс хĕрринче вырнаçнă "Орленок" лагере илсе çитерчĕ.

 Аслă шкулта вĕреннĕ чухне те яла килмессерен район хаçатне алла илеттĕм. Шкулта ĕçлеме пуçласан та унпа çыхăнăва татмарăм. Шкул çинчен çеç мар, ялти хисеплĕ çынсем, республика тулашĕнче пурăнакан ентешсем çинчен те вулакансене пĕлтерес килетчĕ. 3 çул каялла Тури Чакăра пурăнакан Н. Мулгачева çинчен "Хăйĕн пурнăçĕнче вăл виçĕ ачана вилĕмрен çăлнă" статья кăларнăччĕ. Каярах çакă ăна "Путакансене çăлнăшăн" медаль илме пулăшни çинчен пĕлсен çав тери хĕпĕртерĕм.

Хаçат ĕçченĕсене юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Ĕçре çитĕнỹсем тума сирĕн вăй-хал хушăнсах пытăр, хастарлăх, пуçарулăх, пултарулăх ан иксĕлтĕр. Çирĕп сывлăх, телей, çемьере килĕшỹ сунатăп. Вулакансем нумайлансах, хаçат ырă хыпарсемпе пуянлансах пытăр.

Н. КОШЕЛЕВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика