Пурнăçа типографипе çыхăнтартăм

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2021 11:44 Просмотров: 506

Шăнкăртам шкулĕнче 8 класс вĕреннĕ хыççăн атте мана, хăй Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче ĕçленĕрен, тем пекех ял хуçалăх техникумне агронома вĕренме ярасшăнччĕ. Чун туртмарĕ. Типографине ĕçе кĕтĕм. Наборщицăна. Ĕç кĕнеки çинче урăх çырăннă йĕркесем те çук. 40 çула яхăн çакăнта вăй хутăм. "Авангард" хаçата тутарла кăларас ĕçре. Пурнăçăн çуррине ытла типографине утса ирттертĕм. Ĕçĕм питĕ килĕшетчĕ. Цехра çамрăксемччĕ. Хаçат полосисене веçех алăпа калăплаттăмăр. Чăвашла Лидия Санигерова пуçтаратчĕ.

Линотиппа вара Минзатие Хайбуллова, Федосия Краснова, Валентина Малинина ĕçлетчĕç. Вĕсем материалсене тăхланран шăратса кăларатчĕç. Ĕç питĕ кăткăсчĕ. Нихăçан та никам та нăйкăшнине астумастăп. Парти райкомĕн пленумĕсем, конференцисем иртнĕ кунсенче хаçата сĕм çĕрле çеç пичете яратчĕç.

Иртеççĕ çулсем. Хаçат тухма пикеннĕренпе 90 çул та çитрĕ. Вăхăтĕнче кунта ĕçленĕ хут касакан Гузелия Феткуллова, Гелдания Айзатуллова наборщица, Венера Краснова, Нина Ляллина, Антонина Филимонова печатницăсен, Петр Марков ячĕсем истори страницине кĕрсе юлнах. Шел, хăшĕсем пурнăçран иртерех те уйрăлчĕç.

Тăрăшуллă ĕçĕн хакĕ пурах. Темиçе хутчен те коммунизмла ĕç ударникĕ пултăм. Пĕр созыв район Совечĕн депутатне суйланнăччĕ. Райĕçтăвком членĕ те пулнă.

Хушнă ĕçе нихăçан та хирĕçлемен. Район хаçатне калăпланă май ытти заказсене те тунă. Афишăсем хатĕрленĕ. Çу завочĕ, Ульяновскинчи автозавод валли мĕн чухлĕ бланксем калăпламан-ши тата?

 Пурнăçра ырă аса илỹсем çеç манăн. Типографинче ĕçлесе хисеп çĕнсе илтĕм. Мăшăрпа 55 çул пурăнса 3 хĕр çуратса ỹс тертĕмĕр. Вĕсем те ĕç тĕлне пĕлсе çитĕнчĕç.

"Авангард" хаçата халĕ те кăмăлтан юратса вулатăп. Район пурнăçĕпе пирĕн пек аслă çулхисен туллин урăх ăçта паллашма пулать-ха тата? Кун-çулĕ вăрăм пултăр унăн. Кунта ĕçлекенсене сывлăх, ăнăçусем сунатăп. Тиражĕ ан чактăр хаçатăмăрăн.

Н. ШАРАФУТДИНОВА

Газета

Архив материалов

Март 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Все новости

Яндекс.Метрика