"Паянхи сасран" - "Авангарда" çити

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2021, 11:49 Просмотров: 597

 Малалли.

"Октябрь ялавĕ" 1931 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче тухма пикеннĕ "Паянхи сас" кунран-кун вăй илсе пынă. Республикăн кăнтăр пайĕнче тухакан пĕртен-пĕр чăваш хаçачĕ пулнăран ăна район айккинче пурăнакансем те çырăнса илнĕ, Патăрьелĕнчи педтехникумра вĕренекен студентсем урлă аякри чăваш ялĕсене те çитнĕ.

Кĕçех хаçат редакцине Митта Ваçлейĕн шăллĕне Митта Иванне, унтан Петĕрне те ĕçе илнĕ. Хаçат йĕри-тавра пултаруллă актив пуçтарăннă. Кашни номерĕнче тенĕ пекех кайран паллă çыравçăсем пулса тăнă Пракка Сатурĕн (Патăрьел), Иван Думилинăн (Тăрăн), Çенин Петтин (Ишлĕ), Матви Сакмар (Пăлапуç Пашьел) тата ытти хастарсен очеркĕсем, фельетонĕсем, статйисем, калавĕсемпе сăввисем пичетленсех тăнă. Парти обкомĕпе райком бюровĕн шанăçне тỹрре кăларнă Митта Ваçлейĕ Нонна Кирилловна Еремеева учительницăпа пĕрлешет те çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче Упамсари шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пуçлать. Кĕçех парти органĕсенче хаçатăн ятне улăштарма йышăнаççĕ. Çапла вара 1932 çул пуçламăшĕнче хаçат "Октябрь ялавĕ" пулса тăрать.

"Авангад" кун-çулĕ пирки çырнă хăш-пĕр материалсенче пирĕн хаçат ятне темиçе хутчен те улăштарса пăхни, çав шутра "Ударлă ĕç" ятпа тухни пирки çырнисем тĕл пулаççĕ. Ку пĕрре те чăнлăхпа килсе тăмасть. Чăн та, Патăрьелĕнче çав ятлă чăвашла хаçат 1933-1934 çулсенче тухса тăнă. Унăн тĕркемне эпĕ хам та пăхса тухнă. Вăл райхаçат пысăкăшех, тăватă страницăллă пулнă. Анчах ăна район мар, çав тапхăрта вăй илсе пыракан Машинăпа трактор станцийĕн (МТС тенĕ) политика пайĕ (парткомĕ темелле пулĕ) йĕркеленĕ. "Октябрь ялавĕ" хаçатра ĕçлекенсемех пулăшса кăларса панă пулас. Паллах ĕнтĕ, Патăрьел типографийĕнчех пичетленĕ.

Район хаçачĕн пĕрремĕш редакторĕ Çĕнĕ Ахпỹрт çынни Федор Федорович Румянцев пулнă. Вăл пĕр вăхăтрах парти райкомĕн агитмассăллă ĕç пайĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. Ун хыççăн редакторсем çаксем пулнă:

М.А.Соколов, 1932 çухи сентябрь - 1934 çулхи июль;

А.И.Иванов, 1934 çулхи июль - 1935 çулхи февраль;

Ф.Ефимов, 1935 çулхи февраль - декабрь;

Н.С.Кузьмин, 1936 çулхи июль - 1937 çулхи март;

В.Яковлев, 1937 çулхи октябрь - 1938 çулхи май;

Ф.И.Степанов, 1938 çулхи май - 1939 çулхи февраль.

 Асăннă редакторсен шăписем тулли паллă мар. Е питĕ кĕске кăна. Акă, райхаçатăн иккĕмĕш (штатнăй) редакторĕ Михаил Андреевич Соколов 1902 çулта Пăлапуç Пашьелĕнче çуралнă. 1941 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă, кĕркуннех йывăр аманнă. Килне таврăнсан, сурансене пула вилнĕ Республикăра районсем туса хунăранпа вунă çул çитнĕ пулсан та пайланусем малалла та тăсăлнă-ха. 1939 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче РСФСР Верховнăй Совечĕн Президиумĕ Чăваш АССРĕнчи "Патăрьел тата Шăнкăртам районĕсен чиккисене улăштарасси тата çĕнĕ административлă территорисем туса хурасси çинчен указ кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн, çак икĕ района пĕтерсе хунă. Вĕсен вырăнне Комсомольски районĕ (центрне унчченхи Аслă Каçала, Комсомольски ят парса ) туса хунă. Кăнтăр енче унчченхи Патăрьел районĕнчи 21 ял Советĕнчен 12-шне тата наци паллипе тунă Шăнкăртам районĕнчи чылайрах ял Совечĕсене кĕртсе Чкаловски районĕ йĕркеленĕ. Унăн центрне Шăнкăртамра хăварнă, ялне ятне улăштарса "Чкаловски" панă. Çавăнтан район ячĕ те - Чкаловски.

Çапла Патăрьел район центрĕ Сăкăт е Çĕнĕ Ахпỹрт пек ахаль ял пулса юлать. Унта пулнă парти райкомĕн, райĕçтăвкомăн, милиципе суд органĕсен, ытти мĕн пур администрацисен, пысăк тата пĕчĕк кантурсен çурчĕ-йĕрĕсене çĕнĕ район центрне, Комсомольскине, куçарса каяççĕ. Тахçан вулăс центрĕ кăна пулнă ялта йышлă чиновниксемпе тỹре-шарана вырнаçтармалла-çке!

Патăрьел районĕн "Октябрь ялавĕ" хаçатне та çак шăпа кĕтнĕ. Юлашки хут кунта ăна 1939 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче кăларнă. Çакăн хыççăн редакципе типографин çурчĕсемпе пурлăхĕсене, бухгалтерин ытти ĕçлĕ хучĕсене çĕнĕ çĕре куçарса кайнă. Вĕр-çĕнĕ районта вара "Октябрь ялавĕн" ятне улăштарса тăман, Комсомольски парти райкомĕн, райĕçтăвкомĕн тата райпрофсоветăн хаçачĕ туса хăйсен районĕн халăхĕ валли кăларма пикеннĕ.

Çапла Митта Ваçлейĕ никĕсленĕ "Паянхи сас" - "Октябрь ялавĕ" Патăрьел халăхĕшĕн чылайлăха çухалать.

Çĕнĕ редакци çыннисене, çĕнĕ пуçлăхсене Патăрьел хаçачĕн кивĕ приказсен кĕнекисем те пит кирлех туйăнман-тăр. Сыхланса юлман вĕсем. Архивсене те упрама пама пĕлмен пулĕ. Хальхи тĕпчевçĕсем валли питĕ кирлĕ информаци çăлкуçĕсем пулса тăмаллаччĕ вĕсем. Шел, паллах.

 "Коммунизм байрагы"

 Çĕнĕ пайланусемпе улшăнусем хыççăн ытларах чăваш пурăнакан Чкаловски район валли вара Шăнкăртам районĕн "Колхоз байрагы" хаçачĕ тăрса юлать. 1939 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче унăн ятне те улăштараççĕ. Малалла вăл "Коммунизм байрагы" ("Коммунизм ялавĕ") ятпа тухма тытăнать.

Сакăр çул кăларса тăнă "Колхоз байрагы" хаçат кун-çулне халиччен тĕпчемен. Анчах та унăн "Коммунизм байрагы" ят çине куçнă хыççăн редакторĕнче Кадир Каюмович Юлдашев ĕçлени паллă. Вăл Елчĕк районĕнчи Сăрьел ялĕнче 1905 çулта çуралнă. Апла пулин те ĕмĕрĕпех Патăрьел районĕнче тĕрлĕ яваплă должноçра ĕçленĕ. Сăмах май, унăн ывăлĕ Кави Кадирович Юлдашев хĕрĕх çула яхăн районти "Авангард" хаçатра вăй хунă: яваплă секретарь те, редакторăн дубляж енĕпе ĕçлекен заместителĕ те, куçаруçă та, чăвашла çыракан корреспондент та...Мана та чылай çул унпа редакцинче пĕрле ĕçлеме тиврĕ.

Шăнкăртамра тухакан тутарла хаçата, паллах, чăвашсем çырăнса илмен ĕнтĕ. Хаçат тиражне ỹстерес, ăна чăвашсем хушшинче сарас тĕллевпе 1940 çулта "Коммунизм байрагы" страницисенче чăвашла статьясемпе заметкăсем те лартса яма тытăннă, хаçат редакторĕ пулма та В.Д. Кузьмин чăваша лартнă.

Вăрçă хыççăн çаксем редакторта ĕçленĕ:

Хайрулла Шарифзянович Шакуров - 1945 çулхи декабрьтен пуçласа 1947 çулхи февральччен. Вăл Вăл Ыхра Çырминче çуралса ỹснĕ, ял Совет председателĕ, Шăнкăртам райĕçтăвком председателĕ пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Фронтран таврăнсан, районти "Коммунизм байрагы" хаçат редакторне лартнă. 1947-1951 çулсенче - Чкаловски парти райкомĕн секретарĕ. Кайран МТС тытăмĕнчи Елчĕк парти райкомĕн секретарĕ, 1957-1960 çулсенче Куславкка парти райкомĕн организациллĕ пай заведующийĕ.

 Бибизиган Шакирзяновна Абейдуллина. Вăл Шăнкăртам ялĕнче çуралса ỹснĕ. 1941 çулта Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн ялти шкулта учительте ĕçленĕ. Район хаçачĕпе тачă çыхăну тытнăран 1943 çулта ăна "Коммунизм байрагы" хаçата ответлă секретаре ĕçе илнĕ. Вăл пĕр вăхăтрах шкулта та ачасене вĕрентнĕ. Х.Ш.Шакурова райком секретарне суйласан, ăна редактор пулма çирĕплетнĕ. Редакци тилхепине вăл 1949 çулхи сентябрьччен тытнă. Сăмах май, "Авангард" историйĕнче Б.Ш.Абейдуллина - пуçласа хĕрарăм ертỹçĕ пулнă çын. Кайран Чкаловскинчи ял клубĕн заведующийĕнче вăй хунă. Астăватăп-ха, редакци бухгалтерĕнче ĕмĕрĕпе (1946 çулхи февральтенпе) ĕçленĕ Абдрахманова Эмине аппа ăна 80-мĕш çулсенче те ырăпа аса илетчĕ.

 Анисим Митрофанович Шорников-1949 çулхи сентябрьтен пуçласа 1950 çулхи майччен. Вăл 1920 çулта Элĕк районĕнчи Пĕчĕк Карачура ялĕнче çуралнă пулнă.

Ванифатий Кириллович Тенюков 1924 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче Тури Туçара çуралнă. 1942 çулта ăна çара илнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ 1948 çулчченех салтак аттине тăхăнса çỹренĕ. Тăван киле таврăнсан, 1949 çулта райхаçата ĕçе илнĕ, малтан литсотрудник, кайран яваплă секретарь пулнă. 1950 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа 1952 çулхи декабрьччен редакторта ĕçленĕ. Кайран Чулхулари партин аслă шкулĕнче вĕреннĕ, Патăрьел райĕçтăвком председателĕн заместителĕ, 1960-1963 тата 1965-1974 çулсенче райĕçтăвком председателĕнче вăй хунă. Ун хыççăн Шупашкара куçса кайнă, яваплă пысăк вырăнсенче ĕçленĕ. В.К.Тенюкова икĕ хутчен 2-мĕш степеньлĕ "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи", Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, "Хисеп палли" орденсемпе, нумай медальсемпе наградăланă. 1967-1974 çулсенче Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă.

Малалли пулать.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика