Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 09.02.2021, 09:49 Просмотров: 499

Йывăрлăха парăнман,хавхаланăва çухатман

Çак кунсенче «Хӳтĕлев чиккисен строителĕсем» кĕнеке кун çути курнă. Ăна Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансене халалланă. Кĕнеке презентацийĕ Наци библиотекинче иртнĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева тата ыттисем хутшăннă. «Хӳтĕлев чиккине  тунă чухне асатте-асан-

несем, кукаçи-кукамайсем паттăрлăх кăтартнă, йывăрлăхсене парăнмасăр çĕнтерӳшĕн вăй-халне шеллемен. Халăх пурнăçĕн çак тапхăрне нихăçан та манмалла мар, ăна пирĕн те, килес ăрăвăн та асра тытмалла», - тенĕ Олег Алексеевич. Вăл кĕнеке хатĕрлеме хутшăннисене Тав çырăвĕсемпе чысланă.

Паянхи çамрăксем анлă тавра курăмлă

Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Ача прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй çумĕнче Ачасен общество канашĕ йĕркеленнĕ. Йыша тĕрлĕ хулапа районти чи пултаруллă та маттур шкул ачисем кĕнĕ. Ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова пĕлтернĕ тăрăх, общество канашĕ уполномоченнăйсен ĕçне аталантарма, ача прависем тĕлĕшпе тĕрĕс утăмсем тума май парать. Çак кунсенче «Эткер» центрта общество канашĕн членĕсем ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулнă. «Хальхи çамрăксем анлă тавра курăмлă, вĕсен шухăшĕсем хăюллă. Яшсемпе хĕрсен идейисемпе проекчĕсем пирĕн ĕçе тĕрĕс йĕркелеме май параççĕ. Çав вăхăтрах вĕсене аталантарас, пĕлĕвне ӳстерес тĕллевпе нумай ĕç тумалла. Калăпăр, цифра пирĕн пурнăçа хăвăрт кĕрсе пынă май çав тытăмра хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентмелле», - тенĕ Олег Алексеевич.

Çул юсама

Хĕл çул тумалли тапхăр мар. Апла пулин те Шупашкарта «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекне пурнăçлама тытăннă – муниципалитетăн пурăнмалли çурт –йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата хăтлăх управленийĕ 2021 çулта икĕ объекта юсаттарма подряд организацийĕсене палăртас тĕллевпе аукцион ирттересси çинчен пĕлтернĕ.

Çĕнĕ хатĕр

Шупашкарти онкологи пулăшăвĕн центрне усал шыçăсене пуçламăш тапхăртах тупса палăртма май паракан хатĕр килсе çитмелле. Гастроскопи, колоноскопи тата бронхоскопи тума 15 миллион тенкĕлĕх видеоэндоскоп тытăмĕ туянма палăртнă.

Наркотик сутма тăнăшăн

Шупашкарта пурăнакан 17 каччă пысăк виçепе наркотик сутма тăнăшăн явап тытнă. РФ СКн Чăваш Енри следстви органĕсем ун тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе суд пăхса тухнă. Çамрăка условлă майпа 4 çуллăха айăпланă.

Сайра тĕл пулакан ят

Ку ята илтмен çын çук, паллах. Эпир пурте пĕр çынран, Адамран, пулса кайнă теççĕ-çке. Вăл «Турă ывăлĕ» шутланать, этем пĕлтерĕшлĕ. Сăмах май, юлашки 5 çулта Шупашкарти Ленин районĕнче 3-мĕш çемье ачине Адам ят хунă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика