Районта - ведомствăсен ертỹçисем

Категория: Публикации Опубликовано: 09.02.2021 10:01 Просмотров: 395

Районта Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн начальникĕ, шалти ĕçсен службин полковникĕ Валерий Зеленин, Чăваш Рес- публикинчи гражданла хỹтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру енĕпе тимлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă.

Ведомствăсен ертỹçисем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулнă, 2020 çулта халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ĕçсем мĕнле пурнăçланса пынипе, ку тĕлĕшпе 2021 çулхи тĕллевсемпе паллашнă. Район территорийĕнче тĕрлĕрен хăрушлăха сирес тĕллевпе 2035 çулччен вăйра пулакан муниципаллă программа ĕçлет. Унпа килĕшỹллĕн 2020 çулта район бюджетĕнчен 8 миллион тенке яхăн укçа уйăрнă, 2021 çулта - 4,5 миллион тенкĕ. Вăл "Хăрушлăхсăр хула" программăна пурнăçа кĕртме, пĕрлехи диспетчер службине (ЕДДС) тытса тăма тата аталантарма, муниципаллă пĕрлĕх территорийĕнче халăха чрезвычайлă лару-тăруран хỹтĕлеме каять.

 Валерий Зеленинпа Вениамин Петров ĕçлĕ çул çỹрев вăхăтĕнче районти 26-мĕш пушар чаçĕн, диспетчер службин, сотрудниксен ĕç условийĕпе, пурлăхпа техника хатĕрĕпе паллашнă.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Март 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика