Тутарпа чăваш - ĕмĕр хурăнташ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.02.2021, 10:02 Просмотров: 458

Иртнĕ эрнере ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннипе наци тата конфесси хушшинчи хутшăнусемпе ĕçлекен районти канашăн ларăвĕ иртнĕ. Унта тĕн представителĕсемпе пĕрлех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынă.

Ларура православи тата мăсăльман тĕнĕсемпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă. Хальхи вăхăтра коронавирусран асăрханас çивĕчлĕх чакманнине шута илсе кунтах Турра ĕненекенсемпе паломнисем хушшинче çак ыйтупа ăнлантару ĕçĕсем ирттермеллине те çивĕчлетнĕ. Çак ыйтупа Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ, Туçари çветтуй Троица ячĕллĕ храм настоятелĕ Николай Марков протоиерей, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, Чăваш Республикинчи Общество палатин членĕ Мансур Хайбуллов, Роспотребнадзор управленийĕн Чăваш Республикинчи территори уйрăмĕн Патăрьел районĕнчи начальникĕ Оксана Такмакова тухса калаçнă.

Канашлăва хутшăннисен умĕнче Патăрьелĕнчи "Централизациленĕ библиотека системи" учрежденин методика пайĕн заведующийĕ Ирина Гаврилова çамрăксене, район çыннисемпе вулакансене ăс-хакăл тата тĕн енĕпе воспитани парас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсемпе, вулавăш çумĕнчи "Свет православия" клубăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.

Юлашкинчен наци тата конфесси хушшинчи хутшăнусемпе ĕçлекен канашăн 2021 çулхи ĕç планне йышăннă.

Пĕлме

Паянхи куна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 15 чиркỹ, 15 часовня, тутар ялĕсенче 19 мечĕт ĕçлет.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика