Малашлăх çулĕ уçăлать

Категория: Публикации Опубликовано: 09.02.2021 10:10 Просмотров: 366

Чăваш патшалăх аграри университетĕнче республикăри районсенчи 11 классенче вĕренекен 121 ача математикăпа, биологипе, обществознанипе, физикăпа профильлĕ тест ыйтăвĕсене хуравларĕ.

 Конкурс комиссийĕ вĕсенчен вуннăшне чи вăйли тесе палăртрĕ. 2021 çулхи январь-май уйăхĕсенче университет çамрăксене стипенди парса тăрĕ. Енчен те çак аслă шкула вĕренме кĕрес пулсан пĕрремĕш курсăн пĕрремĕш семестрĕнче университет стипендийĕ çумне ятарлă стипенди хушăнассине те палăртса хăвармалла.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулăн аграри класĕнче вĕренекен Д. Метинпа В. Трифонова шăпах стипендиатсем пулчĕç те ĕнтĕ.

 Конкурс комиссийĕ çавăн пекех тест ыйтăвĕсене хуравласа 80 балл ытла пуçтаракансене те палăртса хăварчĕ. В. Трифонова математикăпа шăпах çак шая çитрĕ.

А. ИВАНОВА

Газета

Архив материалов

Февраль 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28

Все новости

Яндекс.Метрика