Мĕнле майпа ята кăтартмасăр хăвармалла?

Категория: Публикации Опубликовано: 09.02.2021, 10:12 Просмотров: 506

Çĕршывра пурăнакансене кăçал иртекен цифрăллă пĕрремĕш çырав çавнашкал мел уçса парать. Халăх çыравĕ вăхăтĕнче пуçтарнă кăтартусене усал шухăшлă çынсен вăрлама хăтланма та кирлĕ мар - пурпĕрех май килмĕ.

Çитес çыравăн хăйнеевĕрлĕхĕ - вырăнта халăхран ыйтса пуçтарнă информаци Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă тата çыравçăсен планшечĕсенчен тỹрех Раççей статистикине каять.

Асăрхаттаратпăр, çырав листисенче хурав параканăн паспорт реквизичĕсене, тупăш калăпăшне, телефон номерне кăтартмаççĕ. Çавнашкал кăтартусем унта пачах кирлĕ мар. Статистиксен хăш вырăнта пурăнакан хуравланине çеç палăртмалла, урăхла каласан, хăш шут участокĕнче ыйтса пĕлнĕ. Çавăнпа планшетра кашни çыравçă çỹрекен адрес пулать.

Харпăр хăй Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче çырава хутшăнас текенсен шанчăклă ЕСИА тытăмпа усă курса "хăйĕн пỹлĕмне" кĕмелле. Çакă вара çырав листисене икĕ хутчен тултарасран та сыхлать. Анчах кашни харпăр хăй çинчен даннăйсем унпа çыхăнман, информацие шифрласа параççĕ.

"Çитес çыравăн тĕп çĕнĕлĕхĕсенчен пĕри - BI - тытăмпа ("Халăх") усă курни. Вăл Раççей статистикине шут участокĕсем таранах вырăнта çырав мĕнле иртнине онлайн мелпе курса тĕрĕслесе тăма май парать. Каярах вăл платформа çырав кăтартăвĕсемпе пурте паллашма пултаракан лаптăк пулса тăрĕ.

 (Чăвашстат)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика