Медицина усал шыçăсен чирне те хирĕç тăраять

Категория: Публикации Опубликовано: 09.02.2021 10:13 Просмотров: 375

Çулленех кашни çыннăн медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалли пирки сахал мар асăрхаттарма тăрăшатпăр. Çакăн чухне хăш-пĕр чире пуçламăшĕнченех палăртма май пур. Анчах темшĕн теприсем ăна вырăна хурасшăн мар.

2020 çулта 122 пациентăн усал шыçă чирĕ пурри палăрнă. Вĕсенчен 103-шне шăпах тĕрĕслев вăхăтĕнче тупнă.

Чăвашстат кăтартăвĕсемпе районта 32878 çын пурăнни паллă. 721-шĕ вара (2,2 проценчĕ) усал шыçă чирĕпе учетра тăрать.

Вăхăтра сипленекенсем малашне те сывă пурнăç йĕркипе пурăнма пуçлаççех. 102 пациент пирки çакна палăртасах килет. 56 çыннăн пурнăçран уйрăлма тивни пăшăрхантарать. Усал шыçă чирĕпе пĕрле сывлăха хавшатакан ытти сăлтавсем 46 çыннăн кун-çулне татрĕç.

 Рак этемĕн тĕрлĕ органĕнче палăрма пултарать. Вунвиççĕшĕнне ỹпкере, çавăн чухлех кăкăрта (хĕрарăмсен), вуниккĕшĕнне апат хуранĕнче, вуннăшĕнне пыршăлăхра тупса палăртрăмăр. Чирлисен 55 проценчĕн пĕрремĕш-иккĕмĕш стадийĕнче палăрчĕ. Тăваттăмĕш стадине çитнисем 18,3 процент пулчĕç.

Чир палăрнисене пурне те республика больницине диагноза çирĕплетме тата онкологи диспансерне сипленме яратпăр. Пĕлтĕрхи пациентсенчен 50-шĕ сиплев илнĕ. Вĕсенчен 26-шне хирургсен пулăшăвĕ кирлĕ пулчĕ.

Кунта çакна та палăртмалла: чир тупăннă пациентсем пурте сипленме килĕшесшĕнех те мар. Хăшĕн-пĕрин урăх патологи (инсульт, инфаркт тата ыттисем те) пур. Теприсене ỹсĕм çулĕ хăратать пулмалла.

Ют регионсене, наука-тĕпчев институчĕ таран çитме пултарнисене (Мускав, Санкт-Петербург, Хусан, Ульяновск, Димитровоград хулисене) ырламалла çеç. 17 çын çак мелпе усă курнă.

Врачсен сĕнĕвне пăхăнсан пурнăçа малалла тăсма пулатех.

Раççей сывлăх сыхлавĕн министерствин 2019 çулхи хушăвĕпе килĕшỹллĕн 18-39 çулти çынсен виçĕ çулта пĕр хутчен диспансеризаци тухмалла. 40 çултан иртнисен вара сывлăхне çулленех тĕрĕслеттермелле. Кун пирки "Авангард" хаçатăн кăçалхи 8-мĕш номерĕнче те çырнăччĕ. Хушса çакна калама пулать. 40 çултан пуçласа 75 çула çитичченхи хĕрарăмсен икĕ çулта пĕр хутчен маммограф патĕнче пулмалла. Арçынсен те уролог патне çитмелле. Вăхăтран вăхăта анализсем памасăр, тĕплĕн тĕрĕсленмесĕр хăвăр сывлăхлă пулнине çирĕплетме çук. Çавăнпа та вырăнти терапевтсем, фельдшерсем патне каймалла. Кашнийĕн сывлăхĕ хăйĕншĕн хаклă.

 Çĕршыври коронавирус пандемийĕ диспансеризаци кăларас ĕçе те хавшатрĕ. Анчах усал шыçă чирĕ те "çывăрмасть". Çакна манмалла мар. Медицина специалисчĕсем патне çитме вăхăт тупмалла. Районти тĕп больницăра çын сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеме май паракан кирек хăш аппарат та пур. Килĕр, тĕрĕсленĕр.

В. ФРОЛОВ, врач-онколог

Газета

Архив материалов

Март 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Все новости

Яндекс.Метрика