Кукка, эпир санпала

Категория: Публикации Опубликовано: 09.02.2021 10:13 Просмотров: 393

Пирĕн кукка, тăванăмăр - Герман Анатольевич Мышкин - Анат Туçа ялĕнче пурăнать. Эпир унпа тивĕçлипех мухтанатпăр та, савăнатпăр та. Унран ырă тĕслĕх илмелĕх пурах. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыраканскер пĕр кун та ĕçрен юлмасть. Герман Анатольевич 1961 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Пиллĕкĕн çитĕннĕ пĕрле.

 Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухни çинчен алла аттестат илнĕ хыççăн вăл Канаш хулине çул тытнă. Унта водителе вĕреннĕ.

Пăхатăн та ун çине тĕлĕнетĕн. Кирек кама та ырă канаш пама пултарать вăл. Пулăшма тесен кĕрсех ỹкет. Мĕн чухлĕ сăпайлăх, ырă кăмăллăх унра.

"Звезда" ял хуçалăх кооперативĕнче водитель, склад заведующийĕ, заправщик пулса ĕçлет çывăх çыннăмăр. Хисепе тивĕçнĕрен çакнашкал тиев шанса панă ăна. Тăрăшни çĕре ỹкмест. Куккана пĕр хутчен çеç мар кооперативăн, ял хуçалăх управленийĕн, республикăри ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе чысланă. Чĕмпĕр облаçĕнчи Вешкайма районĕнчи пĕр хуçалăхра ĕçленĕ чухне илнĕ Тав хучĕсем те пур. 2019 çулта "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçни вара тата пысăкрах чыс.

Елчĕк районĕнчи Кавал хĕрĕпе, юратнă кинпе, инкепе - Людмила Петровнăпа - 36 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Хуçалăхра ĕне, вăкăрсем тытаççĕ, хур-кăвакал усраççĕ.

 Эсир - Мышкинсен тĕп çурчĕн никĕсне тытса пыраканĕсем. Çакăншăн савăнатпăр. Сĕтел çийĕ малашне те çăкăр-тăвар-тан ан татăлтăр, пĕр тăванĕсем, ытти тăванăрсем килсех çỹ- реччĕр.

 Кукка, час-часах эсĕ çул çинче, час-часах эсĕ руль умĕнче. Çумăр çăвать-и е çил-тăман, телейлĕ çул пултăр саншăн ялан.

Турă патăр сана çирĕп сывлăх, тата патăр сана пысăк ырлăх. Телейỹ çитсе пытăр. Юрататпăр эпир чунтанах, пурăн эсĕ тата нумайрах. (320).

Лена пĕр тăванĕ, унăн мăшăрĕ, ачисем, ăрăва малалла тăсаканĕсем, Лидя аппăшĕ

Газета

Архив материалов

Март 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Все новости

Яндекс.Метрика